Комментари хушас

10 Нарăс, 2017

Укçа калаçтарать

«Алăри аллă пус Мускаври мулран хаклăрах», — тенĕ ваттисем. Чăн сăмахăн суйи çук.

Анчах мĕншĕн-ха тĕнче таканари шыв пек чÿхенсе тăнă вăхăтра чăваш Мускаваллах пăхать? Мĕншĕн тесен килте пурăнса ĕç, уйрăмах килĕшекеннине, тупма йывăр. Пуррипе те çемьене тăрантарма, кил-çурта тытса тăма çăмăл мар. Ирĕксĕрех кутамкка çакса телей шырама ют çĕре тухса кайма тивет. Мускавĕнче те «тÿсе хуман». Кĕтмен хăнана унта та çăкăр-тăварпа кĕтсе илмеççĕ. Çитменнине, пĕр ĕçшĕнех юта вырăнти çынран сахалрах тÿлеççĕ. Вилсе килекенсем те пулчĕç. Ку та вăрттăнлăх мар. Шупашкарта кашни кĕтесрех «Ĕç укçи иличчен кивçен паратпăр» тесе илĕртекен пĕлтерÿсем çакăнса тăни те халăхăн ытларах пайĕ шалуран шалăва çити кăна сыпăнтаркаласа пурăннине çирĕплетет. Çав вăхăтрах пур предприяти-организаци те тăкаклă ĕçлемест.

Раççее хирĕç санкцисем йышăннин сиенĕ кăна мар, усси те пур: çĕршыв экономики самаях тĕрекленчĕ. Агропромышленноç отраслĕ пирки те çавнах каламалла. 2016 çулта ял хуçалăх продукцийĕн производствин индексĕ 102,8 процентпа танлашнă. 3,4 миллиард тенкĕлĕх пысăк инвестици проектне 30 ытла пурнăçланă, 300 ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Пĕлтĕр ял хуçалăхĕнчи вăтам ĕç укçи 15 пин тенкĕ ытла пулнă. Йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса ура çине тăракан хуçалăхсен, фермерсен шучĕ ÿссех пырать. Анчах та нухрат тени чул хушшинчен хĕсĕнсе тухнă пек тухать те ахаль çĕр ĕçченĕ патне сахал çитет. Çавна кура республика Пуçлăхĕ АПКри ĕç укçине пысăклатас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемеллине пĕрре мар палăртрĕ: «Ял хуçалăх предприятийĕсем лайăх тупăш илеççĕ, эппин, истори шайĕнчи çивĕч ыйтăва татса пама — агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсен шалăвне пысăклатма — май пур. Çакă отрасле çамрăксемшĕн илĕртÿллĕрех тăвĕ».

ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура тепĕр хут аса илтерчĕ: «Çамрăк специалистсем яла килччĕр тесен чи малтан ĕç укçине ÿстермелле. Юлашки 5 çул хушшинче вăл 56 процентран 72 процента çити хăпарнă. Анчах ку та çителĕксĕр. Ял хуçалăх продукцийĕ лайăх хакпа сутăннине шута илсен çĕр ĕçченĕн ĕç укçи республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕк пулмалла мар».

Регион Пуçлăхĕ çине-çинех каланине нумайăшĕ шута илет. Тавар çаврăнăшне, услама миллионсемпе шутлакан предприятисенче, сăмахран, пахчаçимĕç çитĕнтерекен «Ольдеевская», çĕрулми ÿстерсе палăрнă «Слава картофелю» агрофирмăсенче, сăра хатĕрлекен «Букет Чувашии» фирмăра лайăх ĕçлесе илеççĕ.

Пĕчĕкрех предприятисене унашкаллисемпе тупăшма йывăр. Çапах та вĕсем те пĕр вырăнта тăпăртатса тăмаççĕ. Акă Йĕпреç районĕнчи аграрисен шалăвĕ 2016 çулта 13 пин тенкĕпе танлашнă е 17,1 процент ÿснĕ. Уйрăм хуçалăхсенче вара ĕç-пуç мĕнлерех-ха?

«Красный партизан» колхоз выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен, тырпул çитĕнтерекен çирĕп хуçалăхсенчен пĕри. «Пирĕн 308 сăвакан ĕне. Сĕтрен кассăна куллен чĕрĕ укçа кĕрет. Çавăнпа янаварсен шутне çывăх вăхăтрах 400 пуçа çитерме тĕллев лартрăмăр. Кивĕ витене тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр. Унта ăратлă пушмак пăрусем тытатпăр. «Пулас сĕт çăлкуçĕсем», — тетпĕр вĕсене юратса, — каласа парать хуçалăх ертÿçи Николай Иванов. — Пĕлтĕр ĕç укçине виçĕмçулхинчен 24 процент хăпартма май тупрăмăр, 11 пин те 607 тенкĕрен 14 пин те 418 тенке çитертĕмĕр. Ĕçлекенсене хамăр столовăйĕнче 10 тенкĕпех апатлантаратпăр, уйра вăй хуракансене — тÿлевсĕрех. Çакă та çемье бюджетне кăштах та пулин перекетлеме пулăшать».

Çак тăрăхри «Рассвет» акционерсен уçă обществи — районта кăна мар, республикăра та сысна çитĕнтерекен чи пысăк хуçалăхсенчен пĕри. Паянхи кун комплексра 9 пин пуç ытла выльăх. «Пĕлтĕрех таçтан персе аннă Африка чуми халь те ирĕккĕн сывласа яма памасть-ха, — терĕ хуçалăх ертÿçи Виталий Руссков. — Карантина тата ултă уйăха тăсрĕç. Республика тулашне продукци ăсатаймастпăр. Пирĕн тупăш илмелли урăх майсем çукрах. Пĕрех 116 çынран тăракан коллективăн ĕç укçине 8 процент ÿстерме пултартăмăр. Паянхи куна — 16 пин тенкĕ. «Путиловка» агрофирмăра вара çĕр ĕçченĕсем 12 пиншер тенкĕ ĕçлесе илеççĕ.

Элĕк районĕнчи ял хуçалăхĕнче тăрăшакан çыннăн вăтам шалăвĕ — 16 пин те 855 тенкĕ. Чи пысăкки — «Новый путь» хуçалăхра: 19015 тенкĕ. Ытти районта та ĕç укçи тĕлĕшпе лару-тăру çавнашкал. Кăçал РФ Ял хуçалăх министерствипе «Россельхозбанк» агропромышленноç комплексне çăмăллăхлă йĕркепе 5 процентлă кредит парасси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Ку — çĕр ĕçченĕшĕн пысăк пулăшу. 2016 çулта кредитăн вăтам виçи 15 процент, виçĕмçул 30 процент пулнă. Малашне хуçалăхсем пĕчĕк виçеллĕ кредит илсе, производствăна вăйлăрах аталантарса, ĕçлекене пысăкрах шалу тÿлеме пуçласса шанас килет.

Ял хуçалăхне 2013-2020 çулсенче аталантармалли патшалăх программипе килĕшÿллĕн кăçал республикăн агропромышленноç комплексне 1,5 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Çакă çĕр ĕçченĕн пурнăç шайне самаях çĕклеме пулăшĕ.

Василий СОРОКИН

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.