Çĕр тăрантарать
Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳртре пурăнакан Владимир Павлов çемйи 30 лаша тытать. Пĕр-икĕ çултан вĕсен йышне 50 пуçа çитересшĕн.
Владимир Николаевич урхамаха ачаранах юратнă. 4-мĕш класра вĕреннĕ чухнех колхозăн лаша витине çӳренĕ. Районти Акатуй-Сабантуйра утсем ăмăртнине курма юратнă. Ӳссе çитсен хăй те çак ăмăртăва хутшăнма ĕмĕтленнĕ. Чăн та, ĕмĕтне пурнăçланă вăл. Халĕ Хусанта, Шупашкарта иртекен ăмăртусене хутшăнать, вĕсенчен парнесемпе таврăнать.