Комментари хушас

20 Çурла, 2020

Çĕр тăрантарать

Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳртре пурăнакан Владимир Павлов çемйи 30 лаша тытать. Пĕр-икĕ çултан вĕсен йышне 50 пуçа çитересшĕн.

Владимир Николаевич урхамаха ачаранах юратнă. 4-мĕш класра вĕреннĕ чухнех колхозăн лаша витине çӳренĕ. Районти Акатуй-Сабантуйра утсем ăмăртнине курма юратнă. Ӳссе çитсен хăй те çак ăмăртăва хутшăнма ĕмĕтленнĕ. Чăн та, ĕмĕтне пурнăçланă вăл. Халĕ Хусанта, Шупашкарта иртекен ăмăртусене хутшăнать, вĕсенчен парнесемпе таврăнать.

Павловсен унсăр пуçне шултра мăйракаллă выльăхсем те тытаççĕ: 6 вăкăр, 11 пăру, 12 сăвакан ĕне. Çавăн пекех севок сухан, ытти культура та çитĕнтереççĕ. «Çĕр тăрантарать», — теççĕ вĕсем.

www.hypar.ru