Валентина БАГАДЕРОВА

1 Юпа, 2014

Тăван тăрăхра - çĕнĕ курав

Раççей ÿнер академийĕн член-корреспонденчĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш халăх художникĕ Анатолий Рыбкин хальхи вăхăтра Питĕрте ĕçлесе пурăнать. Ентеш тăван тăрăха килмессерен тĕлĕнтерсе хăварать. Хальхинче Анатолий Петрович Сĕнтĕрвăрринчи Ю.А.Зайцев ячĕллĕ ÿнер галерейинче хăйĕн ĕçĕсен куравне йĕркелерĕ.

1 Юпа, 2014

Фестивальтен - парнепе

Чĕмпĕрте фольклор коллективĕсен IV «Обломовкăри туй» регион конкурс-фестивалĕ иртнĕ. Унта Чăваш, Пушкăрт, Мари, Удмурт республикисенчи, Чул хула, Липецк, Самар, Саратов, Пермь, Чĕмпĕр облаçĕсенчи 15 коллектив хутшăннă.

1 Юпа, 2014

Шупашкар уйрăмĕ йĕркеленчĕ

Хальхи вăхăтра Чăваш наци конгресĕн уйрăмĕсем кашни районтах ĕçлеççĕ. Юстици министерстви общество организацийĕн уставне çирĕплетнĕ хыççăн Шупашкар хула уйрăмĕ йĕркеленчĕ.

Pages