1968 çулхи юпа уйăхĕн 12-27-мĕшĕсенче Мехикăра çуллахи XIX Олимп вăййисем иртнĕ. Мексикăн тĕп хулине 112 çĕр-шывран 5531 спортсмен /çак йышра 781 хĕрарăм/ килсе çитнĕ. Программăна спортăн 20 тĕсне кĕртнĕ. Вăйăсем 76 олимп тата 28 тĕнче рекорчĕпе палăрнă.