Комментари хушас

Чăваш Республикинчи культура учрежденийĕсен проекчĕсем «ЛУКОЙЛ» АУОн регион конкурсĕнче çĕнтернĕ.

2014 çулта конкурса 316 заявка тăратнă, çак шутран 116-шĕ «Раççейре культура çулталăкĕ» номинацие хутшăннă. Комисси Чул хула, Владимир, Вологда облаçĕсенчи, Мари, Мордва, Чăваш республикисенчи коммерцилле мар организацисем тата вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕсем сĕннĕ 129 программăран 19-шне суйласа илнĕ.

Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче - СССР космонавт летчикăн А.Г.Николаевăн ас тăвăм комлексĕн «Историпе культура еткерлĕхне сыхласа хăварасси. «Уçлăха тухнă космонавтсен сăнĕсем» çут çанталăкпа ландшафт экспозицине хатĕрлесси» проекчĕ. Планпа пăхнă тăрăх А.Г.Николаев ячĕллĕ парк-садра аллея хывнă. Вăл космонавтăн бронза бюстне музейпе çыхăнтарать. Çул хĕррипе Совет Союзĕн тата Раççей космонавчĕсен портречĕсене вырнаçтарнă. Хальхи вăхăтра проекта пĕтĕмпех пурнăçланă. Аллейăна авăнăн 5-мĕшĕнче, чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ çуралнăранпа 85 çул çитнĕ кун, уçнă.

«Çамрăк ăру» номинацире Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекин тата Елена Светлая çыравçăн «Чăваш Енĕн çамрăк çул çÿревçисем» проекчĕ çĕнтернĕ. Статистика кăтартнă тăрăх - 2013 çулта çуран çÿрекен ачасем 7910 хутчен аварие лекнĕ. Çуллахи вăхăтра вара çул çинчи инкексен шучĕ темиçе хут ÿсет. Çакăн пек кăткăс лару-тăрура проект пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк.

Республикăра ачасем çул çинче шар курасран асăрхаттаракан тĕрлĕ мероприяти иртет. Ачасен пултарулăх ĕçĕсен конкурсĕсене, çул-йĕр правилисене пĕлнине тĕрĕслемелли занятисем, автоинспекци сотрудникĕсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Ачасемпе çамрăксен библиотекинче çуран çÿрекенсен шкулне уçнă, «Урамра кĕтменлĕх нумай» видеоурок ирттереççĕ, «Çул-йĕр паллисен хулинче çул çÿревре» пукане спектаклĕ кăтартаççĕ.

«ЛУКОЙЛ» АУО пулăшнипе республикăри культура тата халăх пултарулăхĕн керменĕн ятарлă автомобиль пулĕ. Çапла майпа коллектив методика пулăшăвĕ пама ял-хулари культура учрежденийĕсене ытларах тухса çÿреме пуçлĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.