Фестивальтен - парнепе

1 Юпа, 2014

Чĕмпĕрте фольклор коллективĕсен IV «Обломовкăри туй» регион конкурс-фестивалĕ иртнĕ. Унта Чăваш, Пушкăрт, Мари, Удмурт республикисенчи, Чул хула, Липецк, Самар, Саратов, Пермь, Чĕмпĕр облаçĕсенчи 15 коллектив хутшăннă.

Чăваш Республикин чысне фестивальте Канаш районĕнчи Катекри «Шевле» халăх ансамблĕ ăнăçлă хÿтĕленĕ. Коллектив хĕр килĕнчи туй сыпăкне кăтартнă. Унтан ансамбль ертÿçи Людмила Маскина «çавра сĕтелте» анатри чăвашсен туй йăли-йĕрки çинчен тĕплĕ каласа кăтартнă.

Туй культурин сумне ÿстерес тата çамрăксене авалхи йăла-йĕркепе кăсăклантарас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурсра «Шевле» халăх фольклор ансамблĕ çĕнтернĕ. Коллектива I степень дипломпа тата хаклă парнепе чысланă.

Палăртма кăмăллă: Чăваш Ен коллективĕсем çак конкурсран виççĕмĕш çул лауреат пулса таврăнаççĕ. Комсомольски районĕнчи «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ /ертÿçи В.Павлов/ - 2012 çулхи, Йĕпреç районĕнчи «Эревет» фольклор ансамблĕ /А.Федулова/ - 2013 çулхи çĕнтерÿçĕсем.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.