Валентин ГРИГОРЬЕВ

26 Раштав, 2017

Хавхалану çирĕп шанчăк çуратать

Пулас фермера тĕнче касса çÿрени йăлăхтарнă

Канаш районĕнчи Ухман ялĕнче çуралса ÿснĕ Валерий Макаров пĕр вăхăт Канаш хулинчи тĕрлĕ предприятире вăй хунă пулин те тăван  тăрăхра тĕпленсе ĕçленине нимĕн те çитменнине лайăх ăнланса илнĕ.

15 Раштав, 2017

Улмуççи çеçке çурать — пахча илемпе тулать

Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипечре çуралса ÿснĕ Николай Семенова тăван тăрăхра кăна мар, кÿршĕллĕ ялсенче те аван пĕлеççĕ. Вăл юлашки çулсенче республикăри улма пахчисене тĕпрен лайăхлатас тата çĕнĕрен чĕртес тĕллевпе пархатарлă пуçару тунă.

12 Раштав, 2017

Хастарлăхĕ ачаранах туптаннă

Яшлăх çулĕсенче, анне пурăннă чухне, тăван ялăма — Канаш районĕнчи Атнаша — час-часах каяттăм. Вăхăт тупса шкула çитеттĕм, ачасен пĕлÿ тĕнчинчи, общество ĕçĕпе спортри çитĕнĕвĕсемпе çывăхрах паллашаттăм. Учительсем пултаруллă вĕренекенсенчен чи малтан Владимир Иванов ырă тĕслĕх кăтартнине, пуçаруллă та хастар пулнине палăртатчĕç.

16 Чÿк, 2017

Пайçăсем хăçан хваттерлĕ пулĕç?

Паян журналистсем ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕпе Владимир Михайловпа тата çак министерствăн патшалăх стройнадзор специалисчĕсемпе пайçăсене темиçе çул хваттер шантарса çурт-йĕр тăвакан «Алза» организацин хута каяйман объекчĕсенче пулса курчĕç.

14 Чÿк, 2017

Операци тутарма ун патне лекесшĕн

Вăл вăхăтра «Земство тухтăрĕ» программа пулман та яла ĕçлеме каякан çамрăк врачсене патшалăх укçапа илĕртмен. Апла пулин те тин çеç професси илнĕ медспециалистсен çĕкленÿ туйăмĕпе хавхаланса хастарлăх кăтартас вăй-хал вĕресе тăнă.

Pages