Валентин ГРИГОРЬЕВ

31 Çу, 2018

Маттур, Регина!

Çу уйăхĕн 21-28-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри «Орленок» ача-пăча центрĕнче çĕршыври çул-йĕр çамрăк инспекторĕсен финалĕ иртнĕ. Ăна кăçал ЮИДçăсен юхăмĕ çуралнăранпа 45 çул çитнине халалланă.

16 Çу, 2018

Ака-суха - ал çемми

Анлă хирте тăри сассине хупласа хăватлă техника кĕрлет. Çĕр ĕçченĕсем хĕрсех çурхи культурăсем акаççĕ-лартаççĕ. Вăрнар районĕнчи «Санары» агрофирмăра та иртен пуçласа каçченех ĕç шавĕ лăпланмасть. Уяр, типĕ çанталăкпа туллин усă курма тăрăшаççĕ кунта.

Сухаламасăр акаççĕ

16 Çу, 2018

Тĕрев çирĕп, шанчăклă

Хресчен-фермер хуçалăхĕсен хĕрÿ ĕçре пĕрле сÿтсе явмалли çивĕч ыйтусем тупăнсах тăраççĕ. Вĕсене пулăшас тĕллевпе Хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх кооперативĕсен ассоциацине йĕркеленĕ, 1993 çулта регистрациленĕ. Ăна 2006 çултанпа Ильдар Минсаматович Чемеров ертсе пырать.

Pages