Комментари хушас

Çу уйăхĕн 21-28-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри «Орленок» ача-пăча центрĕнче çĕршыври çул-йĕр çамрăк инспекторĕсен финалĕ иртнĕ. Ăна кăçал ЮИДçăсен юхăмĕ çуралнăранпа 45 çул çитнине халалланă. Конкурс тĕллевĕ — çитĕнекен ăрăва çул-йĕр правилисене тĕрĕс пурнăçлама хăнăхтарасси, аманнă çынна инкекре çухалса каймасăр пĕрремĕш пулăшу хăвăрт пама вĕрентесси.

Çамрăк инспекторсем Краснодар крайне 84 регионтан пухăннă. Чăваш Ен чысне Вăрнар районĕнчи Аçăмçырми шкулĕнче вĕренекен Анна Константинова, Регина Белова, Валерий Николаев, Кирилл Кумруков хÿтĕленĕ. Чăваш ачисем çул-йĕр правилисене пĕлессипе — 6-мĕш, велосипедпа эрешлесе ярăнассипе — 3-мĕш, «Автохула» тата «ОБЖ» конкурссенче 1-мĕш вырăнсем йышăннă. 84 команда хушшинче 6-мĕшне тухнă.

Регина Белова уйрăмах палăрнă. Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх 168 хĕр ача хушшинче 7-мĕш пулнă. Маттур, Регина!

Валентин ГРИГОРЬЕВ хатĕрленĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.