Тĕрев çирĕп, шанчăклă

16 Çу, 2018

Хресчен-фермер хуçалăхĕсен хĕрÿ ĕçре пĕрле сÿтсе явмалли çивĕч ыйтусем тупăнсах тăраççĕ. Вĕсене пулăшас тĕллевпе Хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх кооперативĕсен ассоциацине йĕркеленĕ, 1993 çулта регистрациленĕ. Ăна 2006 çултанпа Ильдар Минсаматович Чемеров ертсе пырать.

— Ильдар Минсаматович, ассоциаципе кĕскен паллаштарăр-ха?
— Эпир Раççейри Хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх кооперативĕсен ассоциацийĕн тытăмне кĕретпĕр. Вăл коммерциллĕ мар организаци шутланать, ăна 1990 çулхи кăрлач уйăхĕнче туса хунă. Президенчĕ — Владимир Николаевич Плотников. Унăн тытăмне 70 ытла регионти КФХ тата ХК ассоциацийĕсем кĕреççĕ, çĕр-çĕр фермер организацийĕнчи вун-вун пин хресчен-фермер хуçалăхне пĕрлештерет.
Пирĕн тĕп тĕллев — фермерсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлесси, çирĕп те шанчăклă тĕрев парасси. Çавăн пекех вĕсен ĕç-хĕлне йĕркелесе тăрасси, ĕç тухăçлăхне, йышне ÿстерме, пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшасси. 2016 çулхи ял хуçалăх çыравĕ тăрăх, çĕршывра 174,8 пин ХФХ. Вунă çул хушшинче /2006-2016 çç./ фермерсем усă куракан çĕр 12,9 пинрен 22 пин гектара çитнĕ, ĕне йышĕ — 3, ашлăх çитĕнтерекен мăйракаллă шултра выльăхăн — 8,5, кайăк-кĕшĕкĕн шучĕ 3 хут ÿснĕ.
Эсир Мускава кайсах тăратăр, ассоциаци ирттерекен съезд ĕçне хутшăнатăр. Çĕнĕ хыпарсем пур-и?
— Тĕп Ассоциаци канашĕн председателĕ Вячеслав Телегин ыйтăм ирттернĕ тăрăх — 95 проценчĕ ял хуçалăх таварне вырнаçтарма йывăррине пĕлтерет, 96% продукци хакне чакарнипе кăмăлсăр. Анчах 85% нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр ял хуçалăх продукцине ÿстерес тĕллевлĕ, 69% çĕнĕ производствăсем уçасшăн. Апла пулсан ХФХсен малашлăхĕ уçăмлă. Вĕсем пирĕн çирĕп те шанчăклă тĕреве туйса тăраççĕ.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Санкт-Петербургри экономика форумĕнче пĕчĕк бизнес çĕршыв экономикин никĕсĕ пулса тăмаллине, 2025 çул тĕлне унăн субћекчĕсен хисепĕ — 3,4 хут ÿсмеллине, ку сферăра вăй хуракансен йышĕ 22,4 млн çынна çитмеллине палăртнăччĕ. Çакна асра тытса фермерсен çине тăрса ĕçлемелле.
Республикăри фермерсен лару-тăрăвĕ еплерех?
— Вĕсен ĕçĕ çăмăл мар. Çитĕнĕвĕ йăлтах хăйсен çаврăнăçулăхĕнчен, ăсталăхĕпе пултарулăхĕнчен килет. Чылайăшĕ çанталăк лайăх тăнă çул таса тупăш самаях илет. Пĕлтĕр йĕпе-сапа çĕр ĕçченне япăх витĕм кÿнине пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа услам пирки калаçакан сахалланчĕ. Продукцие вăхăтра тата тупăшлă вырнаçтарайманни те чăрмантарать. Анчах пуçа усмастпăр, малаллах талпăнатпăр. Сутлăх хакĕн çирĕплетнĕ йĕрке пулмалла. Унтан чакармалла мар. Çавăн пирки эпир Раççей Ял хуçалăх министерствине çырупа тухрăмăр. Вăл РФ Правительствипе килĕшсе татăласса шанатпăр. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.