Операци тутарма ун патне лекесшĕн
Вăл вăхăтра «Земство тухтăрĕ» программа пулман та яла ĕçлеме каякан çамрăк врачсене патшалăх укçапа илĕртмен. Апла пулин те тин çеç професси илнĕ медспециалистсен çĕкленÿ туйăмĕпе хавхаланса хастарлăх кăтартас вăй-хал вĕресе тăнă.
Тăвай районĕнчи Анаткас Тушкил каччи Николай Димитриев та 1981 çулта ЧПУра хирург дипломне илсен кирек ăçта та ĕçлеме хатĕр пулнă. Телее, тăван тăрăхри тĕп больницăра шăпах çакнашкал специалист кирлĕ пулнă. Савăнсах килĕшнĕ вăл унта кайма. Çын сывлăхĕшĕн тăрăшма тупа туса пĕлÿ илнĕ мăшăрĕ Ольга Валентиновна валли те вырăн тупăннă.
— Поликлиникăра та, стационарта та чирлисемпе тĕл пулатăп, — терĕ Николай Александрович. <...>
— Ачасен сывлăхне тĕрĕслеме те ĕлкĕрет вăл, — пĕлтерчĕ тĕп тухтăр заместителĕ Татьяна Игнатьева. — Пай заведующийĕн яваплăх ытларах та — ирхине 7 сехетрех ĕçе килет. <...> Алли ылтăн пулнине пĕлнĕрен çынсем операци тутарма ун патне лекесшĕн. <...> Строительствăра та ăста вăл. Тĕп ĕçрен пушансан та, канмалли кунсенче те арăмĕпе пĕрле килти хуçалăха аталантараççĕ. <...>
Николай Александровичпа Ольга Валентиновна 3 хĕр çитĕнтернĕ. Пурте Санкт- Петербург хулинче тĕпленнĕ. Вăталăххи Ксения ашшĕ-амăшĕн çулĕпе кайса фармацевта вĕренсе тухнă.
Татьяна Игнатьева хирурги уйрăмĕн ертÿçине нумай çул тăрăшса вăй хунăшăн патшалăх наградине илме тăратас шухăш пуррине пĕлтерчĕ. «Пысăк чыса вăл чăнласах тивĕç», — терĕ. Тулли верси...