Татьяна ЗАХАРОВА

27 Юпа, 2016

С.Т. Аксаков ячĕллĕ библиотекăпа — тӳрĕ çыхăнура

«Эпир пĕрлехи туслăхпа вăйлă» мероприятипе килĕшӳллĕн Чăваш Рес-публикин ачасемпе çамрăксен библиотекинчи таврапĕлӳпе наци литературин уйрăмĕнче Чĕмпĕр облаçĕнчи С.Т.Аксаков ячĕллĕ библиотекăпа видеокĕпер йĕркеленчĕ. Унăн ячĕ — «Культурăн чикĕ çук, анчах йăла-йĕрке пур». Мероприятие Шупашкарти 49-мĕш шкулăн 5-мĕш тата 7-мĕш классен ачисем хутшăнчĕç.

Видеокĕпере ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан «Росток» центрти «Туслăх» ача-пăча хорĕ «Анне сăнарĕ» юрăпа уçрĕ.

27 Юпа, 2016

«Пурнăç – кино пек: роль – пурнăç пек»

Чăваш Енре Раççей киновĕн çулталăкне уявлассипе килĕшӳллĕн, Ачасемпе çамрăксен республика библиотекин таврапĕлӳпе наци литератури уйрăмĕнче интереслĕ тĕлпулу иртрĕ. Хăнара Марат Викторович Никитин режиссер, продюсер, ЧР кинематографистсен союзĕн членĕ, Пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри кинофестивальсен лауреачĕ пулчĕ. Мероприятие çавăн пекех Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн студенчĕсем хутшăнчĕç.

23 Çĕртме, 2016

«Манăн Тăван çĕршыв геральдики» квеста пĕтĕмлетрĕç

Чăваш халăх ÿнерçи, ЧР Патшалăх Гербĕпе Ялавĕн авторĕ Элли Михайлович Юрьев çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа Ача-пăчапа çамрăксен библиотеки «Тăван тăрăх геральдики» викторина ирттерчĕ. Дистанци мелĕпе йĕркеленĕ квеста респуб-ликăри 13 районтан тата 3 хуларан пурĕ 31 шкул ачи хутшăнчĕ.

5 Çу, 2016

«Çĕнĕ ятсем уçатпăр»

Çамрăк авторсен литература пултарулăхĕн «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» /Открываем новые имена/ республика конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕсем хатĕр. Хальхинче вăл улттăмĕш хут иртрĕ, ăна чăваш литературин классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă.

Конкурса республикăри 13 районтан тата 3 хуларан пурĕ 44 çын, ытларах шкул ачисемпе студентсем хутшăннă. Ĕçлекен çамрăксен пултарулăх ĕçĕсем — сахалрах. Хĕрсем хастартарах пулнине палăртмалла.

18 Нарăс, 2016

Электрон çăлкуçсем - ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн

Хăрушлăхсăр Рунет эрнипе килĕшÿллĕн таврапĕлÿпе наци литературин пайĕнче «Таврапĕлĕвĕн электрон çăлкуçĕсем - ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн» ятпа Интернет информацийĕн кунĕсем иртрĕç.

Pages