«Пурнăç – кино пек: роль – пурнăç пек»

27 Юпа, 2016

Чăваш Енре Раççей киновĕн çулталăкне уявлассипе килĕшӳллĕн, Ачасемпе çамрăксен республика библиотекин таврапĕлӳпе наци литератури уйрăмĕнче интереслĕ тĕлпулу иртрĕ. Хăнара Марат Викторович Никитин режиссер, продюсер, ЧР кинематографистсен союзĕн членĕ, Пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри кинофестивальсен лауреачĕ пулчĕ. Мероприятие çавăн пекех Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн студенчĕсем хутшăнчĕç.

Марат Викторович кино хатĕрлеме, ăна ӳкерме пĕрре те çăмăл марри çинчен каларĕ. Хăй вăл Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă, техникумра вĕреннĕ. Аслă пĕлӳ илсе ĕçе вырнаçнă хыççăн хăй тĕллĕн кино ӳкерме тытăннă. Ун хыççăн Мускавра Александр Митта ирттерекен кĕске курссене çӳренĕ. Кайран вара Меньшовăн аслă курсĕсенче пĕлӳ илнĕ. Режиссерăн фильмографийĕнче 8 фильм: «Хорло» /2015/, «Дисконтное кунг-фу» /2014/, «Последний четверг месяца» /2012/, «Никита» /2011/, «Злоумышленник» /2010/, «Алиби» /2009/, «Кидала» /2006/, «Частник» /2005/.

Пур режиссерпа художник та хăйĕн стильне шыранине палăртрĕ Марат Никитин. Кашни фильм — идейă-семпе шухăшсене çирĕплетни е хирĕçлени. Фильмра режиссер пурнăçа мĕнле йышăннине, тĕнчене мĕнле курнине, çут çанталăкпа мĕнле çыхăнура тăнине халăх патне çитерет. Фильм ӳкересси — пултарулăхлă ĕç, çавăнпа та картинăна мĕнле курасси сценаристпа режиссертан кăна мар, художникпа оператортан тата актерсенчен те нумай килет.

Колледжра вĕренекенсем режиссерăн студент чухне ӳкернĕ «Никита» фильмне курчĕç. Сăмах май çак ĕç 2011 çулта çамрăксен «Çĕнтерӳсен тĕп хули» уçă медиафестивалĕнче диплома тивĕçнĕ, 2012 çулта вара медиапултарулăхăн Пĕтĕм Раççейри 4-мĕш «Асамлă тĕнче» фестивалĕнче «Вăйăлла кино» номинацире /Рязань/ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Унтан çак фильм кĕске метражлă киновăн пĕтĕм тĕнчери «Naked King» фестивалĕнче «Чи лайăх оператор ĕçĕ» тата «Чи лайăх сасă» номинацисенче /Рига/ çĕнтернĕ. Çамрăксен Пĕтĕм тĕнчери çиччĕмĕш «Славянская юность: мечты и надежды» фестивалĕнче иккĕмĕш вырăна /Мускав/ тивĕçнĕ. 2013 çулта вара автор киновĕн ISFF-2013 интернет-фестивалĕнче /Нью-Йорк/ лауреат пулса тăнă.

Халĕ режиссер «FUGA» картинăпа ĕçлет.

Хальхи вăхăтра Марат Никитин вăйăлла, документла, музыкăлла тата рекламăлла клипсем ӳкерет. Пушă вăхăтра вăл сăн ӳкерме, вулама юратать, музыкăсăр пурăнаймасть. Тĕлпулăва пуçтарăннă студентсене Марат Викторович Осип Мандельштампа Иосиф Бродский сăввисене вуласа пачĕ. Çамрăксене хăйсен умне пысăк тĕллев лартма, чăтăмлă пулса пур йывăрлăха та парăнтарма, харпăр хăйĕн вăйне кăна шанма ырă сунчĕ.

Татьяна ЗАХАРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.