С.Т. Аксаков ячĕллĕ библиотекăпа — тӳрĕ çыхăнура

27 Юпа, 2016

«Эпир пĕрлехи туслăхпа вăйлă» мероприятипе килĕшӳллĕн Чăваш Рес-публикин ачасемпе çамрăксен библиотекинчи таврапĕлӳпе наци литературин уйрăмĕнче Чĕмпĕр облаçĕнчи С.Т.Аксаков ячĕллĕ библиотекăпа видеокĕпер йĕркеленчĕ. Унăн ячĕ — «Культурăн чикĕ çук, анчах йăла-йĕрке пур». Мероприятие Шупашкарти 49-мĕш шкулăн 5-мĕш тата 7-мĕш классен ачисем хутшăнчĕç.

Видеокĕпере ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан «Росток» центрти «Туслăх» ача-пăча хорĕ «Анне сăнарĕ» юрăпа уçрĕ.

Чăвашсем алтай чĕлхе çемйине кĕрекен тĕрĕк турачĕн пăлхар ушкăнĕнчи чăваш чĕлхипе калаçаççĕ. 1917 çулччен йăлара çирĕпленнĕ ĕçĕсем — ака-суха, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, пахча ĕçĕ, хăмла ӳстересси тата вĕлле хурчĕ тытасси. Патша вăхăтĕнчи Раççейре хальхи Чăваш Ен территорийĕ Хусан тата Чĕмпĕр кĕпĕрнисене кĕнĕ. 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне туса хунă, 1925 çулта вăл автономилле республика пулса тăнă, 1990 çултанпа — Чăваш Республики. Çав çулах республикăн патшалăх символĕсене те шухăшласа кăларнă. Ялавпа герб авторĕ — Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ тата халăх художникĕ Элли Юрьев. Пурăннă пулсан кăçал вăл 80 çул тултаратчĕ. Библиотека сайтĕнче ăна халалланă виртуаллă курав та пур.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 2-мĕш курс студенчĕ Георгий Смирнов «Хăна юрри» шăрантарнă вăхăтра пурте хăйсене хаваслă туйрĕç. Видеокурава хутшăнакансене пиллĕкмĕш классем чăвашла сăвă вулани питĕ килĕшрĕ. Елизавета Ефимова К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминчи сыпăка пăхмасăр вуласа пани уйрăмах кăмăллăччĕ. Софья Ермолаева «Анне» юрă шăрантарса кашнин чун-чĕрине тыткăнларĕ. «Туслăх» ача-пăча хорĕ те чăваш юррипе савăнтарчĕ.

Чĕмпĕр облаçĕнчи С.Т.Аксаков ячĕллĕ библиотекăн искусство пайĕн ертӳçи Чĕмпĕрте пурăнакан халăхсем /вырăссем, тутарсем, мордвасем тата чăвашсем/ çинчен каларĕ. «Пĕрле — туслă регион!» литература экспедицийĕ» проект çинчен хатĕрленĕ материал та интереслĕ пулчĕ. Мероприятие пуçтарăннисем çавăн пекех Чĕмпĕр облаçĕнчи театрла вулавăн 2-мĕш фестивалĕн видеосыпăкĕсемпе паллашрĕç. Видеокĕпер хăни хăйĕн çемйи çинчен каласа пачĕ, амă-шĕнчен куçнă тухйине тăхăнса кăтартрĕ. Тутар юррисен «Пăлхар» ача-пăча ансамблĕ те видеокĕпере хăйнеевĕрлĕх кĕртрĕ. «Мордва» ушкăн хĕрĕ ирçелле икĕ юрă шăрантарчĕ, чăваш тата тутар юррисен студине çӳрекенсем те хăйсен пултарулăхĕпе кăмăла çĕклерĕç.

Татьяна ЗАХАРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.