Электрон çăлкуçсем - ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн
Хăрушлăхсăр Рунет эрнипе килĕшÿллĕн таврапĕлÿпе наци литературин пайĕнче «Таврапĕлĕвĕн электрон çăлкуçĕсем - ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн» ятпа Интернет информацийĕн кунĕсем иртрĕç.
Малтанхи кун мероприятие Шупашкарти 36-мĕш шкултан килнĕ пиллĕкмĕш класс ачисем хутшăнчĕç. Вĕренекенсем Интернетпа мĕнле тĕллевпе усă курнине пĕлтерчĕç. Чи малтанхи сăлтав - урок тăвасси тата тантăшсемпе хутшăнасси.
Ертÿçĕ каласа панинчен ачасем таврапĕлÿ çăлкуçĕ мĕн иккенне, хамăр респуб-лика çинчен информаци ăçтан шырамаллине пĕлчĕç. Сăмахран, чăваш халăхĕн историйĕпе, йăли-йĕркипе, тумтирĕпе, апат-çимĕçĕпе Чăваш халăх сайтĕнче паллашма май пур. Юмах е халап вулас тесен «Электрон вулавăш» тата «Чăваш халăхĕн пултарулăхĕ» ŸЧувашское народное творчествоŸ сайтсене кĕмелле. Чăваш Енри паллă çынсем çинчен «Портал:ЧувашияŸВыдающиеся люди» сайт каласа парать. Электрон каталогсемпе тата электрон вулавăшпа Чăваш Республикин Наци библиотекин сайтĕнче паллашма пулать. Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекин сайтĕнче «Писатели Чувашии - детям» электрон вулавăшра вара ачасене валли çыракан чăваш поэчĕсемпе писателĕсен кĕнекисемпе, сăввисемпе тата пултарулăхĕпе киленме юрать.
Иккĕмĕш кунне Шупашкарти 49-мĕш шкултан килнĕ 8-мĕш тата 36-мĕш шкулти 6-мĕш класс вĕренекенĕсемпе тĕлпулу иртрĕ. Вĕсене те ертÿçĕ Интернетпа тĕрĕс усă курма вĕрентрĕ. Çавăн пекех пĕлтерĕшлĕ те меллĕ сайтсем çинчен каласа пачĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш Республикин патшалăх органĕсен порталĕнче «Портрет Чувашии», «Наследие», «Диаспора. Чувашский мир», «Энциклопедия», «Википедия» рубрикăсем пур. «Сайты Чувашии» Ÿе «Каталог сайтов Чувашии» сайтра хăвăра кирлине çăмăллăнах шыраса тупаятăр.
Чăваш халăх сайтĕнче вара информацие чăвашла та, вырăсла та, акăлчанла та вулама пулать. Хăвăра кирлине суйламалла çеç. «Чăваш чĕлхин онлайн словарĕ» те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Саккăрмĕшсемпе кадетсем хăйсем те Интернетра ĕçлес хăрушсăрлăх правилисемпе паллаштарчĕç. Çĕнĕ информаципе пурте кăмăллă пулчĕç.
Татьяна ЗАХАРОВА,
Комментари хушас