«Манăн Тăван çĕршыв геральдики» квеста пĕтĕмлетрĕç

Чăваш халăх ÿнерçи, ЧР Патшалăх Гербĕпе Ялавĕн авторĕ Элли Михайлович Юрьев çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа Ача-пăчапа çамрăксен библиотеки «Тăван тăрăх геральдики» викторина ирттерчĕ. Дистанци мелĕпе йĕркеленĕ квеста респуб-ликăри 13 районтан тата 3 хуларан пурĕ 31 шкул ачи хутшăнчĕ.

Конкурс ĕçĕсене Чăваш кĕнеке издательствинчи И.Е. Каленьтевăпа А.В. Семенова ÿнерçĕсем, Ача-пăчапа çамрăксен библиотекин таврапĕлÿпе наци литератури уйрăмĕн заведующинйĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Т.Ф.Захарова хакларĕç.

Республика квесчĕн пĕтĕмлетĕвĕ:

1-мĕш вырăн — Лев Багров /Муркаш районĕ/;

Ксения Егорова /Шупашкар/;

Кристина Кузнецова /Комсомольски районĕ/;

Ева Михайлова /Елчĕк районĕ/;

Людмила Мушкарева /Куславкка/.

2-мĕш вырăн — Ева Васильева /Çĕрпÿ районĕ/;

Наталья Васильева /Етĕрне районĕ/;

Владимир Михеев /Хĕрлĕ Чутай районĕ/;

Нина Степанова /Комсомольски районĕ/.

3-мĕш вырăн — Вячеслав Аляшкин /Патăрьел районĕ/;

Кира Борисова /Вăрмар районĕ/;

Диана Ионова /Хĕрлĕ Чутай районĕ/;

Эллина Федорова /Канаш/.

Малти вырăнсене йышăннисене Дипломпа чыслатпăр. Конкурса хутшăннă, анчах çĕнтерейменнисем тата ертÿçĕсем Тав хутне тивĕçеççĕ.

Наградăсене электрон почтăпа ярса паратпăр.

Ыйтса пĕлмелли телефон: 8/8352/ 52-37-22.

Татьяна ЗАХАРОВА.

ЧР Ача-пăчапа çамрăксен библиотекин таврапĕлÿпе наци литератури пайĕн заведующийĕн тивĕçĕсене

вăхăтлăх пурнăçлакан.

 

Татьяна ЗАХАРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.