Сергей ИЛЬИЧЕВ

31 Çурла, 2015

Тухăçшăн - çивĕч кĕрешÿ

Патăрьел. «Батыревский» общество тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене /1062 га/ пĕтĕмпех /3245 т/ пухса кĕртнĕ. Тухăç кашни гектартан вăтамран 30 ц. Вырмана «Красное Знамя» ЯХПК та вĕçленĕ, 555 га çинче 1300 т тĕшĕленĕ. Тухăç кашни гектартан вăтамран 23,4 ц. «Труд» ЯХПКпа «Батыревский» çырла питомникĕ те тырра пуçтарса илнĕ.

«Красное Знамя» çĕрулми /143 га/ кăларать. Пирвайхи 5 га çинчен 150-шар ц тухнă. «Батыревский» оществăн 334 га. Аврине çулаççĕ, кăлараççĕ. Хирте «иккĕмĕш çăкăра» кăлармалли комбайнсен кĕрлевĕ самантлăха та татăлмасть.

22 Ака, 2015

Мулкач мĕншĕн сахалрах?

Мулкач ĕлĕкех чăваш пурнăçне илем кÿнĕ. Сунарçăсене илĕртнĕ, ачапчана савăнтарнă. Юлашки вăхăтра ăна ял-хула таврашĕнче куратпăр-и? Республикăра хир мулкачне /заяц-русак/ 2014 çулта 1337 шута илнĕ - иртнĕ ĕмĕртипе /1987 ç. - 2879, 1989 ç. - 2662, 1991 ç. - 7744/ танлаштарсан йыш хухнă. Шур мулкач /заяц-беляк/ 2014 çулта 3569 пулнă - хисеп иртнĕ ĕмĕртинчен /1987 ç. - 13976, 1989 ç. - 14838, 1991 ç. - 14700/ катăлнă. ЧР сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин пай ертÿçинчен Николай КОСУЛИНРАН сăлтавне ăнлантарма ыйтрăм.