Курав: халăха кирлĕ килĕшÿсем

20 Çĕртме, 2014

Республика кунĕ умĕнхи регионсен хушшинчи курав кăçал çирĕм пĕрремĕш хут иртет. Унта промышленноç, строительство, ял хуçалăх, сывлăха сыхлас ĕç, вĕренÿ отраслĕсен, финанс тытăмĕсен, патшалăх, муниципалитет органĕсен, ют çĕр-шыв представителĕсем производство-суту-илÿ çыхăнăвĕ йĕркелес тĕлĕшпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Тавар сутассипе, продукци туса кăларассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Иртнĕ çулсенче курав пынă кунсенче республикăри вун-вун предприяти хăйĕн таварне Раççейĕн тĕрлĕ регионне, чикĕ леш енне сутасси пирки килĕшÿ çирĕплетнĕ. Курав пуçаруçисем хальхинче ăна ытларах йĕркелессине шанаççĕ.

Форум комплексăн 2 тата 3-мĕш хучĕсенче ĕçлет. Унта 200 ытла организаци хăйĕн таварĕпе, пулăшу мелĕ-меслечĕпе, ĕç-хĕлĕпе паллаштарать. Мускав хулипе облаçĕ, Тутарстан, Удмурт ен, Мари Эл, Чул хула, Самар, Киров, Калининград, Санкт-Петербург, Итали хăйсен экспоначĕсене кăтартаççĕ.

Ытларахăшĕ хамăр республикăран. Спорт, туризм, кану, реклама, информаци, банк, страховани организацийĕсем хăйсен экспоначĕсене обществăна ырлăх-пурлăх кÿрекен çĕр-çĕр тĕрлĕ ĕçе халалланă. Республикăн ĕç тăвакан влаçĕн 13 органĕ, район-хулан 25 муниципалитечĕн экспоначĕсем иртнĕ çулсенчи пекех пуян, экономика, социаллă пурнăç, промышленноç, ял хуçалăх, медицина, вĕренÿ, культура, ытти отрасль аталанăвне, вырăнти хăй тытăмлăх ĕç-хĕлне нумай енлĕн çутатаççĕ.

Республика Пуçлăхĕ курава хутшăнакан ĕçлĕ çынсене çыхăнусем йĕркелес ыйтупа ăнăçу тума ырă сунчĕ. Курав йĕркелÿçисене çĕнĕлĕхпе паллашма май туса панăшăн тав турĕ. Экспонатсемпе тĕплĕн паллашрĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.