Тухăçшăн - çивĕч кĕрешÿ

31 Çурла, 2015

Патăрьел. «Батыревский» общество тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене /1062 га/ пĕтĕмпех /3245 т/ пухса кĕртнĕ. Тухăç кашни гектартан вăтамран 30 ц. Вырмана «Красное Знамя» ЯХПК та вĕçленĕ, 555 га çинче 1300 т тĕшĕленĕ. Тухăç кашни гектартан вăтамран 23,4 ц. «Труд» ЯХПКпа «Батыревский» çырла питомникĕ те тырра пуçтарса илнĕ.

«Красное Знамя» çĕрулми /143 га/ кăларать. Пирвайхи 5 га çинчен 150-шар ц тухнă. «Батыревский» оществăн 334 га. Аврине çулаççĕ, кăлараççĕ. Хирте «иккĕмĕш çăкăра» кăлармалли комбайнсен кĕрлевĕ самантлăха та татăлмасть.

Вăрнар. «Мураты» ЯХПК çĕрулми /160 га/ кăларма районта пĕрремĕш тухнă. Борис Шариковпа Дмитрий Михайлов механизаторсем нимĕçсем туса кăларнă Гримме комбайнсене тухăçлă ĕçлеттереççĕ. ЯХПК ĕçченĕсем шултрине вĕттинчен уйăрса ещĕксемпе управа хураççĕ.

К.Маркс ячĕллĕ ЯХПК 900 га çинче тырпул акса ÿстернĕ. Вырмана вĕçлесе пырать. Йĕтеме çитернин тухăçĕ кашни гектартан вăтамран 31,8 ц.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн механизаторĕсем августăн 26-мĕшĕ тĕлне кĕрхи тулă 720 га çине варăнтарнă. Ăна 1000 га акасшăн.

Йĕпреç. Вырмана икĕ хуçалăх вĕçленĕ. Çак кунсенче ăна «Путиловка», «Патман» хуçалăхсенче пĕтĕмлетеççĕ. «Красный партизан», «Трудовик» хуçалăхсем, В.В.Кузнецов фермер вĕсенчен юлас мар тесе тăрăшаççĕ. «Рассвет» АО тырă чи нумай пухса кĕртнĕ: 1665 т, тухăçĕ кашни гектартан вăтамран 21 ц. «Красный партизанăн» йĕтемре-пÿлмере - 1509 т /кашни гектартан вăтамран 21,6 ц/.

Районти хуçалăхсем кĕрхи культурăсене акмалли тĕллеве - 51,3:, «Красный фронтовик», «Искра», В.В.Кузнецов фермер хуçалăхĕ 100: пурнăçланă.

Комсомольски. Августăн 31-мĕшĕ тĕлне тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 12716 га /пĕтĕм лаптăкăн 80,8:/ вырнă. Вунă ытла хуçалăх вырмана вĕçленĕ. Çĕрулми 1253,5 га. Ĕнерхи кун тĕлне 200 га çинчен кăларса илнĕ. Тухăç лайăх: кашни гектартан вăтамран 268,8 ц.

Сĕнтĕрвăрри. Районти хуçалăхсем тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсен 72,1: çапса тĕшĕленĕ, 11525 т тырпул пухса кĕртнĕ. Шурă тăмлă çĕрлĕ Сĕнтĕрвăррисемшĕн тухăç начар мар: кашни гектартан вăтамран 21 ц.

Çĕрулми 413 га, 7 га çинчен кăларнă. Ĕçе «НамЭКО» обществăпа П.В.Алексеев фермер хуçалăхĕнче аван йĕркеленĕ. Малтанхи 5 гектартан 244-шар ц тухнă. Пахчаçимĕç 14 га йышăнать. «НамЭКО» тухăçĕ кашни гектартан вăтамран 180 ц.

Вăрмар. Районта - 24, вăл шутра Çĕнĕ Вĕренерсем 6 га хăмла çитĕнтернĕ. Совет тапхăрĕнче «Тегешевский» совхоз кăна ăна 30 га çинчен пухса кĕртнĕ. 1990 çулсенчен пуçласа вăл сутăнманран Тикаш ял тăрăхĕнче нумай ÿстермен. Халĕ аван каять. Хăмлаçăсене Лидия Васильева ертсе пырать. Совхозран юлнă ЧХ-2 тата ЧХ-4 комбайнсене /Чехословакире туса кăларнă/ салатса пĕтериччен «АгроРесурсы» общество /ертÿçи С.Л.Дмитриев/ туянса юлса тĕрĕс тунă. Вĕсемпе кун каçиччен 5 т «симĕс ылтăн» пучахне татаççĕ. Вĕсене Александр Ефремовпа Валерий Степанов механиксем ĕçлеттереççĕ. Çĕнĕ Вĕренерсен пĕр ушкăнĕ хăмла аврине сапанкисемпе пĕрле «шалча-шăчăран» антарса комплекса турттарать, пучахĕсене типĕтме хурать.

Сергей ИЛЬИЧЕВ

Рубрика: