Июлĕн 1-мĕшĕнчен чару вăя кĕрет
ЧР Министрсен Кабинечĕн çак кунсенче алă пуснă хушăвĕ «энергетик» текен шĕвексен вак суту-илĕвĕ тĕлĕшпе чарусем палăртать. Хушупа килĕшÿллĕн июлĕн 1-мĕшĕнчен республикăра этил спирчĕн виçи 1,2-9% танлашакан, кофеинлă тата кăмăла уçакан, сахал алкогольлĕ шĕвексене сутма чараççĕ.