Багажникри... лавкка
ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен пайĕн сотрудникĕсем саккуна пăсса алкоголь продукцийĕ сутнин тĕслĕхĕсене тупса палăртас тĕллевпе рейд ирттернĕ.
Эрех сутни пирки панă пĕр пĕлтерĕве Интернетра асăрханă. Унта кăтартнă телефонпа шăнкăравланă та - сутуçă, тĕп хулара пурăнакан 23 çулти çамрăк, «клиентсем» патне кĕçех хăйĕн автомобилĕпе персе çитнĕ. Паллах, шăнкăравлакансем полицирен пулнине пĕлсен тĕлĕннĕ. Унăн машинине тĕрĕсленĕ те - чăн-чăн лавкка тейĕн: хаклă йышши 13 кĕленче алкоголь, 6 савăт сăра...
Тавара, паллах, туртса илнĕ. Эрех суту-илĕвне кустăрма çинче йĕркелеме ăс çитернĕ çамрăк тĕлĕшпе вара патшалăх регистрацийĕсĕр тата ятарлă лицензисĕр предпринимательлĕх енĕпе ĕçленĕшĕн административлă ĕç пуçарнă.