Директор типографие куç хывнă
Пуçлăх хăй ертсе пыракан предприятие «куç хывнине» хурлама çук-ха, анчах вăл ăна ярса илесшĕн пулнă-çке. Уголовлă ĕç çуралнă. Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен 1-мĕш пайĕ ăна тĕпчесе пĕтерни çинчен пĕлтерет.
Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн 2013 çулхи сентябрьте «Шупашкарти 1-мĕш типографи» ООО гендиректорĕ налук инспекцине хăй ертсе пыракан предприяти учредителĕсен йышне тата икĕ çынна - хăйне тата коммерци директорне - кĕртнине ĕнентерекен суя йышăну панă. Организацин устав капиталĕнчи тÿписене вĕсем хывнă хушма укçана кура çĕнĕрен пайланă имĕш. Кайран юридици вăйĕнчи тытăма - типографин чăн пĕртен пĕр хуçине - учредительтен кăлармалли хутсене майлаштарнă. Çапла вара ЕГРЮЛа улшăнусем кĕртнĕ те çакскерсем предприяти хуçисем пулса тăнă.
Унсăр пуçне пĕлтĕрхи хĕлле гендиректор «1-мĕш ЧТ суту-илÿ пайĕ» ОООна та /вăл типографи продукцине сутать/ ярса илес тенĕ. Суя документсем хатĕрленĕ - çав ООО гендиректорĕ вырăнне алă пусни таранах. Çакăн хыççăн вăл фирмăн пĕртен пĕр хуçи пулса юлнă.
Юрать-ха, шар курнисем алă усса ларман - право хуралĕн органĕсенчен тата судран пулăшу ыйтнă. Хапсăнчăк пуçлăх суд умне тăрĕ. Унсăр пуçне ултава пула ЕГРЮЛа кĕртнĕ улшăнусене те Арбитраж сучĕ вăйсăр тесе йышăннă.
Н.СТЕПАНОВ
Комментари хушас