Н.СМИРНОВА

1 Авăн, 2015

Уяв тĕлне - икĕ фильм

Раççей кино кунĕ / августăн 27-мĕшĕ/ Чăваш Ен патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕнче тулли уяв программиллĕ иртрĕ.

Тĕлĕнмелле фильмсем упранакан фондра иртенпех экскурсисем пулчĕç, хула çыннисемпе хăнасене «Легенда /17» /режиссрĕ - Н.Лебедев, 2012/ илемлĕ фильм кăтартрĕç.

27 Çурла, 2015

Пĕрремĕшĕсене - чыс та хисеп

Чăваш АССР халăх художникĕ, ЧАССР тата РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Моисей Спиридонов çуралнăранпа августăн 24-мĕшĕнче 125 çул çитрĕ. Çавна май нумаях пулмасть Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче унăн ĕçĕсен куравĕ уçăлнăччĕ.

3 Утă, 2015

Фестиваль ахрăмĕ

Çак кунсенче Мускаври «Березка» кинотеатрта Шупашкарти саккăрмĕш кинофестивале халалланă «Фестиваль ахрăмĕ» мероприяти иртнĕ.

Мускаври «Ачасемпе çамрăксен кинопĕрлĕхĕ» учрежденин, ЧР Культура министерствин Культура программисен республика дирекцийĕн тата Мускав хулин Культура департаменчĕн пулăшăвĕпе йĕркеленĕ мероприятире кинофорумăн çĕнтерÿçисене чысланă, концерт кăтартнă, илемлĕ фильмсен хушшинче Гран-прие тивĕçнĕ «Как меня зовут» /режиссерĕ Нигина Сайфуллаева/ кинолентăпа паллаштарнă.

27 Нарăс, 2015

Конкурс вĕçленнĕ

ЧР Культура министерствин йышăнăвĕпе иртнĕ çулхи декабрĕн 24 - кăçалхи февралĕн 4-мĕшĕсенче республикăра 2015 çулта иртекен Литература çулталăкĕн тата К.В.Иванов çулталăкĕн эмблемисен эскизĕн конкурсĕ ĕçленĕ.

2 Раштав, 2014

Тавах сана, фестиваль!

Ĕмĕтленнĕ саманта кĕтнĕ чухне вăхăт питĕ вăрах шăвать. Вăл çитет те - наччасрах иртсе каять. М.Д.Михайлов ячĕллĕ йăлана кĕнĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ те çавăн пекех. Акă унпа çыхăннă çирĕм тăваттăмĕш фестиваль пирки те иртнĕ вăхăтпа калаçма тивет. Ноябрĕн 30-мĕшĕнче вăл гала-концертпа хупăнчĕ.

Pages