Уяв тĕлне - икĕ фильм
1 Sep, 2015 | Культура

Раççей кино кунĕ / августăн 27-мĕшĕ/ Чăваш Ен патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕнче тулли уяв программиллĕ иртрĕ.

Тĕлĕнмелле фильмсем упранакан фондра иртенпех экскурсисем пулчĕç, хула çыннисемпе хăнасене «Легенда /17» /режиссрĕ - Н.Лебедев, 2012/ илемлĕ фильм кăтартрĕç.

Ун хыççăн архив кинозалне республикăри киноотрасль ветеранĕсемпе асăннă тытăмра хальхи вăхăтра ĕçлекенсем, ЧР Кинематографистсен союзĕн членĕсем, çавăн пекех киноиндустри енĕпе çыхăннă ытти çынсем пухăнчĕç. Вĕсене ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов саламларĕ. Хăйĕн сăмахĕнче Вадим Петрович Чăваш Ен кинематографийĕ çĕнĕрен чĕрĕлме пуçланине палăртрĕ, çакна ЧР Кинематографистсен союзĕ чăмăртанни те, çÿллĕ шайри кинопроизведенисем çуралма пуçлани те çирĕплетни çинчен каларĕ.

Вадим Петрович электрон тата кинодокументсене упраса хăварас тĕлĕшпе ĕçлекен пайăн тĕп архивистне Владимир Лукьянова Министерствăн Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Хăнасене çавăн пекех архив директорĕн çумĕ Татьяна Куликова та саламларĕ. Маркетинг тата культурăпа вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Артур Галкин архивра пурнăçа кĕрекен проектсем çинчен чарăнса тăчĕ. Вĕсенчен пĕри - «Тĕллеве куратăп», унăн тĕллевĕ - совет тата Раççей классикĕсен экран çине куçарнă ĕçĕсене халăхра сарасси, çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парасси.

«Бичурин тата хальхи вăхăт» музей директорĕ Ирина Удалова, ЧР Кинематографистсен союзĕн председателĕн çумĕ Алексей Ефремов, Наци телерадиокомпани директорĕ Александр Магарин архив ĕçченĕсене пĕрлехи проектсене хастар хутшăннăшăн тав турĕç. Николай Алексеев, Таисия Бычкова, Вера Петровская ветерансем киноиндустрире ĕçленĕ çулсене ăшшăн аса илчĕç.

Уяв тĕлне ЧР Кинематографистсен союзĕ икĕ парне хатĕрленĕ: чăвашсен пĕрремĕш блокбастерне - «Егор Шилов» /режиссрĕ - Ю.Спиридонов, 2015/ - тата «Помрачение» /режиссрĕ - К.Ефремов, 2015/ фильмсене ÿкерсе пĕтернĕ. Вĕсен премьери хыççăн куракансем режиссерсемпе, актерсемпе тĕл пулчĕç, кинокартинăра хускатнă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Н.СМИРНОВА.

Н.СМИРНОВА