Пĕрремĕшĕсене - чыс та хисеп

27 Çурла, 2015

Чăваш АССР халăх художникĕ, ЧАССР тата РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Моисей Спиридонов çуралнăранпа августăн 24-мĕшĕнче 125 çул çитрĕ. Çавна май нумаях пулмасть Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче унăн ĕçĕсен куравĕ уçăлнăччĕ. Халĕ вара Уруков урамĕнчи 15-мĕш çуртăн 1-мĕш корпусĕн стени çинчи Асăну хăми вăл кунта ĕçлесе пурăнни çинчен аса илтерсе тăрĕ.

Ăна уçнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă митинга ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, художникăн мăнукĕ Людмила Григорьева, Асăну хăмин авторĕ - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Кузьмин скульптор, культурăпа искусство ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Моисей Спиридонов чăваш профессионал ÿнер искусствине йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри пулнă. Художникăн ĕçĕпе пурнăçĕ тата пултарулăхĕ çинчен Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Моисей Спиридоновăн хваттер-музейĕн заведующийĕ Николай Садюков, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен искусствоведени пайĕн заведующийĕ, искусствоведени докторĕ Михаил Кондратьев, ЧР Художниксен союзĕн председателĕ, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Андрей Анохин, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн кафедра заведующийĕ Наталья Смирнова ăшшăн аса илчĕç.

Н.СМИРНОВА

Рубрика: 
Автор: