Конкурс вĕçленнĕ

27 Нарăс, 2015

ЧР Культура министерствин йышăнăвĕпе иртнĕ çулхи декабрĕн 24 - кăçалхи февралĕн 4-мĕшĕсенче республикăра 2015 çулта иртекен Литература çулталăкĕн тата К.В.Иванов çулталăкĕн эмблемисен эскизĕн конкурсĕ ĕçленĕ.

Конкурса культурăпа вĕрентÿ учрежденийĕсенчи искусство деятелĕсем, студентсемпе вĕренекенсем - 24 çын хутшăннă.

Эскизсен шайĕ тивĕçтерменнине шута илсе комисси конкурсăн çĕнтерÿçине палăртман. Çапах та комисси асăннă çулталăксен эмблеми тĕлĕшĕпе Чăваш наци музейĕн дизайнерĕн А.А.Поляковăн проектне усă курма сĕннĕ. Автор ăна Чăваш халăх художникĕн Э.М.Юрьевăн эскизне тĕпе хурса хатĕрленĕ.

Н.СМИРНОВА.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.