Фестиваль ахрăмĕ

3 Утă, 2015

Çак кунсенче Мускаври «Березка» кинотеатрта Шупашкарти саккăрмĕш кинофестивале халалланă «Фестиваль ахрăмĕ» мероприяти иртнĕ.

Мускаври «Ачасемпе çамрăксен кинопĕрлĕхĕ» учрежденин, ЧР Культура министерствин Культура программисен республика дирекцийĕн тата Мускав хулин Культура департаменчĕн пулăшăвĕпе йĕркеленĕ мероприятире кинофорумăн çĕнтерÿçисене чысланă, концерт кăтартнă, илемлĕ фильмсен хушшинче Гран-прие тивĕçнĕ «Как меня зовут» /режиссерĕ Нигина Сайфуллаева/ кинолентăпа паллаштарнă.

Аса илтерер: сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери саккăрмĕш кинофестиваль кăçалхи майăн 18-23-мĕшĕсенче иртнĕччĕ. Фестиваль программинче 100 ытла мероприятипе акци пулчĕ. Илемлĕ фильмсен конкурсĕнче 11 кинокартина тупăшрĕ, наци киностудийĕсен конкурсĕнче - 13.

«Фестиваль ахрăмĕ» вăхăтĕнче Мускаври кинотеатрсенче фестивалĕн наградисене тивĕçнĕ фильмсене кăтартĕç, çавăн пекех паллă кинематографистсемпе тĕлпулусем йĕркелĕç.

 

Рубрика: 
Автор: