Градуслă наркăмăш сутлăхра ан пултăр
Алкоголь шĕвекĕсемпе, тĕрлĕ суррогатпа наркăмăшланса республикăра çуллен 160-190 çын вилет. Лару-тăру çивĕчлĕхне кура çак ыйтăва тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура сӳтсе яврĕç.