Шупашкар ÿсĕрсене урăлма пулăшаймасть
Шупашкарта урăлтаркăч уçасси пирки темиçе çул калаçаççĕ ĕнтĕ, анчах вăл халĕ те çук. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура кăмăлсăр калаçу пулчĕ.
Олег Николаев палăртнă тăрăх, сăмах ĕлĕкхи медицина урăлтаркăчĕсене тавăрасси пирки пымасть — урăхларах учреждени пулмалла, анчах унăн тĕллевĕ ĕлĕкхиех теме юрать — ӳсĕр çынсене пулăшасси. Хĕлле тимлĕх уйрăмах кирлĕ — эрех-сăра нумай ĕçнĕ çын шăнса вилесси те часах.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕремĕш çумĕ Владимир Гладнев пĕлтернĕ тăрăх, тĕп хулари урăлтаркăча 2011 çулта пĕтернĕ. Унтанпа ӳсĕрсене медицина учрежденийĕсене илсе пыраççĕ — çуллен 3,5 пинрен тытăнса 5,5 пин çын таран. Çавнашкал çынсен тыткаларăшĕн, вĕсен пĕр пайне кӳрекен пулăшăвăн хăйне евĕрлĕхне кура ятарлă учреждени кирли куçкĕрет.
Шупашкарта урăлтаркăч уçас ыйтăва тĕрлĕ шайра пĕрре кăна мар сӳтсе явнине аса илтернĕ май Владимир Юрьевич чăрмавсем пуррине пытармарĕ. 300 тăваткал метрлă çурт кирлĕ. Тĕп хула администрацийĕ Лапсарти Совхоз урамĕнчи 16-мĕш çурта сĕннĕ. Тивĕçлĕ коммуникацисем пур, икĕ хутлăскер меллĕ пулмалла. Анчах çакна Шалти ĕçсен министерстви хирĕçлет. Ӳсĕрсене унта леçесси — инçерех. Тепĕр вариант — К.Иванов урамĕнчи 20-мĕш çурт. Анчах ку сĕнĕве тĕп хула администрацийĕ хăй хирĕçлет — çурт истори пĕлтерĕшлĕскер. Çавăнпа Сывлăх сыхлавĕн министерстви çурт-йĕр фондне тепĕр хут тĕплĕ инвентаризацилеме сĕнет — юрăхлă лаптăк шырамалла.
Олег Николаев ертӳçĕсен шухăшне пĕлес терĕ. Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин Иванов урамĕнчи çурт истори пĕлтерĕшлĕ пулнине аса илтернĕ май ӳсĕрсене хула варринчи çав вырăна илсе пыни килĕшӳсĕррине палăртрĕ. Лапсарта вара больница та инçе мар, полици пункчĕ те çывăхра. Кирлĕ тĕк унти пакунлисен йышне ӳстерме те пулать. Унăн тепĕр вариант та пур: урăлтаркăча Чăваш патшалăх университечĕпе БСМП хушшинчи пушă лаптăкра тума пулать. Паллах, строительство валли укçа уйăрма тивĕ.
ШĔМ представителĕ Лапсар варианчĕпе татăклăн килĕшмерĕ. Ӳсĕрсене унта леçмешкĕн полици нарячĕсене патруль маршручĕсенчен пăрма тивĕ. Ӳсĕрсене лартса çӳресси полици ĕçĕ мар — çапларах ăнланма май пулчĕ унăн позицине. Çийĕнчен кашни ӳсĕре малтан БСМПна илсе каймалла, кайран тин урăлтаркăча леçмелле — ШĔМшĕн пушшех чăрмавлă. Енчен те хула варринче ӳсĕр граждансене илсе пымалли пункт пулсан — полици унта леçме хатĕр, кайран вара вĕсемпе урăххисем ĕçлеччĕр...
Республика Пуçлăхне кунашкал позици килĕшмерĕ. Олег Алексеевич тĕрлĕ тытăм ыйтăва сӳтсе явассинче лакса ларнипе кăмăлсăрланчĕ. Кашнин — хăйĕн тивĕçĕсем, кашниех вĕсене пурнăçлать, анчах çынсем — пулăшусăр. Кунашкаллипе çырлахма юрамасть. Вăл тĕрлĕ тытăмăн хушма тивĕçсене йышăнмаллине пусăм тусах палăртрĕ. Хула влаçĕсен «укçа парăр — пăхăпăр» позицине те сивлерĕ. «Капла ĕç каймасть, — терĕ вăл. — Тĕллев — çынсен кирлĕ мар вилĕмĕнчен хăтăласси. Пурин те хăйсем çине хушма тиев илмелле, хальлĕхе эсир çак тивĕçе ыттисем çине йăвантарасшăн». Татăклă хушу пачĕ: пуш уйăхĕ тĕлне урăлтаркăча ăçта уçас тĕлĕшпе уçăмлă йышăну пулмалла.