Шупашкарта Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ уçăлнăранпа 14 çул çитрĕ. Çак ятпа юнкун Центр ĕçченĕсене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.
Иртнĕ эрнере округсенче информаци кунĕ пулчĕ те — тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашланă май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çав тĕлпулусене тухăçлăрах йĕркелес ыйтăва çĕклерĕ.
Тунтикунхи канашлу ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов йăлана кĕнĕ çĕр улми куравĕ иртесси çинчен пĕлтернипе вĕçленчĕ. Регионсен пĕрлехи куравĕ шучĕпе 15-мĕш пулĕ. Вăл пуш уйăхĕн 2-3-мĕшĕсенче Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ комплексĕнче иртĕ. Унта Раççейри 22 регионти тата Беларуçри 91 компани хутшăнассине çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Ку йыш пĕлтĕрхинчен пысăкрах — çакă та, паллах, Чăваш Енри курав хисепĕ-сумĕ ӳссе пынине çирĕплетет.
Тунтикунхи канашлура культура министрĕ Светлана Каликова çак кунсенче театрсенчи менеджмент никĕсĕсене халалланă вĕрентӳ интенсивĕ иртни çинчен каласа кăтартрĕ.