Чиновниксем те йĕлтерпе чупрĕç

13 Нарăс, 2023

Иртнĕ шăматкунхи «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва тунтикунхи канашлура спорт министрĕ Василий Петров пĕтĕмлетрĕ.

Çĕршыв шайĕнче йĕркелекен ăмăрту профессионалсене, ветерансене, йĕлтĕрпе чупма юратакан мĕн пур çынна пĕрлештерет те — чăн-чăн спорт уявĕ темелле. Чăваш Ен чупăва 19-мĕш хут ирттерчĕ, ку хутĕнче унта тĕрлĕ хулапа округра 66 пин ытла çын хутшăннă. Çавăн пекех Сывлăх кунĕ иртнĕ, çапла вара, кăмăллăн палăртрĕ министр, иртнĕ кану кунĕсене 144 пин çын спорта халалланă. Çийĕнчен вăл çитес кану кунĕсенче влаç органĕсен ĕçченĕсен спартакиади пуçланассине аса илтерчĕ — чиновниксем йĕлтĕр сырса эстафетăра вăй виçĕç.

www.hypar.ru

Комментари хушас