Александринкăпа алла-аллăн
Тунтикунхи канашлура культура министрĕ Светлана Каликова çак кунсенче театрсенчи менеджмент никĕсĕсене халалланă вĕрентӳ интенсивĕ иртни çинчен каласа кăтартрĕ.
Санкт-Петербургри Александр театрĕ пуçарнă проекта хутшăнса Шупашкарта Çамрăксен театрĕнче ятарлă вĕрентӳ йĕркеленĕ, çĕршыври çак енĕпе ĕçлекен чи сумлă специалистсем ертсе пынипе пирĕн театрсен 45 представителĕ театрти менеджмент вăрттăнлăхĕсене ăса хывнă. «Пиçсе çитнĕ» проектсем те пур ĕнтĕ: «Авалхи çĕнĕлле» проект ĕлĕкхи йăла-йĕркене искусствăн паянхи тĕсĕсемпе пĕрлештерсе сцена çине кăларать, тепри, «Чăваш кĕвви халăх историйĕнче, культуринче тата чĕринче», музыкăна тĕпе хурать.
Светлана Анатольевна çавăн пекех çĕршыври чи ватă та сумлă театрсенчен пĕринпе пĕрле Телейлĕ ачалăх çулталăкĕпе çыхăнтарнă проектсене те тӳрре кăларма хатĕрленнине палăртрĕ. Республика Пуçлăхĕ Александринка ертӳлĕхĕпе курнăçнă май ĕçтешлĕхĕн тĕрлĕ енне сӳтсе явнине аса илтерчĕ, çак çыхăнупа тухăçлă усă курмалла — ку пирĕн театрсене çĕнĕ сывлăш кӳме, аталанмашкăн пулăшма тивĕç.