Комментари хушас

6 Нарăс, 2023

Нумаййи кăна йӳнĕ пулĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ирттернĕ канашлура апат-çимĕç, эмелсен хакĕсемпе çыхăннă ыйтăва тишкерчĕç. Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, 2022 çулта республикăра инфляци шайĕ 12,2% танлашнă, ку Раççейри вăтам кăтартуран /11,9%/ кăшт пысăкрах. Апат-çимĕç хакĕсем пысăкланни тĕнче рынокĕнчи лару-тăруран, çавăн пекех логистика кăткăсланнипе, Анăç Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисемпе сăлтавланнă. Çапах кăрлачра хăш-пĕр апат çимĕçĕн хакĕ чакнине палăртма кăмăллă. Нумай мар, çапах кăшт йӳнелни палăрать — 7,5% таран: сĕт юр-варĕ, кĕрпе, сахăр, ашпа хăш-пĕр кăлпасси, çăмарта. Пахча çимĕç вара самай хакланнă — 37% таранах.

Патшалăх хаксен ӳсĕмне айккинчен кăна сăнаса тăмасть. Дмитрий Иванович влаçсем йышăнакан мерăсен шутĕнче федераци шайĕнчи суту-илӳ сечĕн Шупашкарти икĕ лавккинче «Фермер утравĕсем» йĕркеленине асăнчĕ. Икĕ еншĕн те усăллă: фермерсем хăйсен продукцине посредниксене явăçтармасăр сутма пултараççĕ, потребительсем вара вырăнти продукцие йӳнĕпе туянаççĕ. Çапла майпа конкуренцие çивĕчлетни, министр шучĕпе, хаксене те ырă витĕм кӳрет. Çавăнпа ку мелпе малашне те усă курасшăн — унашкал «лавккари лавккасене» ытти сетьпе те йĕркелесшĕн.

Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова иккĕленмест: хаксене витĕм кӳресси паянхи лару-тăрура хамăрăн производствăна вăй пани çинче никĕсленмелле. Апат-çимĕç туса илессин калăпăшĕ республикăн хăйне кирлинчен те пысăкрах. Пĕлтĕр консерв, кĕрпе, сыр, сĕт, тип çу, çăнăх, кăлпасси, ытти тавар енĕпе кăтартусене пысăклатнă. Сĕт суса илесси пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ ӳссе пырать. Çак ĕçĕн кăтартăвĕ регионта чылай ĕçме-çиме ытти çĕртинчен йӳнĕреххинче те палăрать. Тулă çăнăхĕ, макарон, кăлпасси, купăста, ытти апат-çимĕç пирĕн патра самай йӳнĕрех.

Пурпĕр лăпланмалла мар. Çак тĕллевпе ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене кӳрекен патшалăх пулăшăвĕн усси пысăк — вăл кăçал та курăмлă пулĕ. Пулăшу мерисен шучĕ халĕ 72-пех танлашать. Çав шутра — продукцие тирпейлекен производствăсем уçма, пахча çимĕç управĕсем тума уйăракан укçа.

www.hypar.ru