Н.ГЕОРГИЕВА
Архивçăсем - çыравçăсем çинчен
Çĕршывра Литература çулталăкне, Чăваш Енре К.В.Иванов çулталăкне паллă туни мĕнпе асра юлĕ-ха? Мероприятисем ирттерни питĕ аван, анчах вĕсем вăхăт иртнĕçемĕн асран тухма пултараççĕ. ЧР Патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕн ĕçченĕсем пурнăçа кĕртекен проект - «Чăваш Ен литераторĕсем - пирĕн вăхăт çыннисем» мультимедиа кăларăм - историпе культура, литература еткерлĕхне яланлăхах упраса хăварма май парĕ.
Электрон кăларăма архив фондĕнчи документсенчен, республикăри писательсемпе поэтсен хăйсен коллекцийĕнчи сăнÿкерчĕксенчен, асаилÿсенчен, интервьюсенчен хатĕрлеме палăртнă.