Сăмах илемĕ - картинăсенче
Шупашкарти "Радуга" культурăпа кану центрĕнче çĕнĕ курав - "Константин Ивановăн "Нарспи" поэмин шухăшĕсем тăрăх" - уçăлнă. Унăн авторĕ - Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ Виталий Петров /Праски Витти/.
Курава савăнăçлă лару-тăрура уçма ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов хутшăннă. Александр Степанович куравăн пĕлтерĕшĕ республикăра К.В.Иванов çулталăкĕ иртнĕ май уйрăмах пысăк пулнине палăртнă.
Центр директорĕ Нина Смирнова шухăшĕпе, курав икĕ талантăн - Константин Ивановпа Виталий Петровăн - пултарулăхне çыхăнтарнă. Константин Иванов - чăваш сăмахĕн новаторĕ, Праски Витти - чăваш искусствинчи этнофутуризм, эмаль искусствин пуçаруçи. К.Ивановăн вилĕмсĕр поэмине тĕнчери 16 чĕлхене куçарнă, Виталий Петровичăн произведенийĕсем вара Раççейри музейсенче çеç мар, Америкăри, Венгрири, Германири, Хорватири, Японири, Турцири уйрăм çынсен коллекцийĕнче те упранаççĕ.
Куравăн пĕрремĕш экскурсине художник хăй ирттерчĕ. Вăл "Нарспи" поэмăн сăмах илемне уçса пама живопиç мелĕ те çителĕксĕррине палăртрĕ.
Хула çыннисемпе хăнасем ÿнерçĕн тушпа, гуашпа, сăрăпа, вĕри эмальпе пурнăçланă 88 ĕçĕпе паллашма пултараççĕ.
Н.ГЕОРГИЕВА