Сăмах илемĕ - картинăсенче

6 Мая, 2015

Шупашкарти "Радуга" культурăпа кану центрĕнче çĕнĕ курав - "Константин Ивановăн "Нарспи" поэмин шухăшĕсем тăрăх" - уçăлнă. Унăн авторĕ - Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ Виталий Петров /Праски Витти/.

Курава савăнăçлă лару-тăрура уçма ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ин­фор­­­маци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Алек­сандр Иванов хутшăннă. Александр Степанович куравăн пĕлтерĕшĕ республикăра К.В.Иванов çулталăкĕ иртнĕ май уйрăмах пысăк пулнине палăртнă.

Центр директорĕ Нина Смир­нова шухăшĕпе, курав икĕ талант­ăн - Константин Ивановпа Ви­талий Петровăн - пултарулăхне çыхăнтарнă. Константин Иванов - чăваш сăмахĕн новаторĕ, Праски Витти - чăваш искусствинчи этно­футуризм, эмаль искусствин пуçа­руçи. К.Ивановăн вилĕмсĕр поэмине тĕнчери 16 чĕлхене куçарнă, Виталий Петровичăн произведенийĕсем ва­ра Раççейри музейсенче çеç мар, Америкăри, Венгрири, Германири, Хорватири, Японири, Турцири уйрăм çынсен коллекцийĕнче те упранаççĕ.

Куравăн пĕрремĕш экскурсине художник хăй ирттерчĕ. Вăл "Нарспи" поэмăн сăмах илемне уçса пама живопиç мелĕ те çителĕксĕррине палăртрĕ.

Хула çыннисемпе хăнасем ÿнер­çĕн тушпа, гуашпа, сăрăпа, вĕри эмальпе пурнăçланă 88 ĕçĕпе пал­лашма пултараççĕ.

Н.ГЕОРГИЕВА

Рубрика: