Комментари хушас

7 Утă, 2015

Мускавра, писательсен съездĕнче

Тĕлĕнмелле çак сăнÿкерчĕке Чăваш халăх поэчĕ Ваçлей Давыдов-Анатри тепĕр ăрури Чăваш халăх поэтне Валери Туркая парнелесе хăварнă. Ăна 1958 çулта Мускавра РСФСР Писательсен союзĕн учредительнăй съездĕнче ÿкернĕ. Истори, культура тĕлĕшĕнчен реликви пулса тăнă сăнÿкерчĕкре кама куратпăр-ха? Чылайăшĕ, паллах, хăшне-пĕрне палласа та илчĕ пулĕ, çапах та аса илтерни пăсмĕ. Сулахайран сылтăмалла: В.Давыдов-Анатри, П.Осипов, М.Ухсай, А.Кăлкан, С.Шавли, В.Краснов-Асли, Хв.Уяр, Ç.Элкер.

 

Н.ГЕОРГИЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.