Н.ГЕОРГИЕВА
Хусанта - тĕнчери архивçăсем
Çак кунсенче Хусанта Архивсен Пĕтĕм тĕнчери канашĕн Евроази регион уйрăмĕн Пĕрлехи 16-мĕш конференцийĕ иртнĕ. Мероприятире уйрăмăн 2013-2016 çулсем валли палăртнă Ĕç планĕ мĕнле пурнăçланнине, ытти ыйтăва сÿтсе явнă.
Институтра - савăнăçлă лару, вăл çеç те мар...
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ йĕркеленнĕренпе 85 çул çитрĕ. Çак тапхăрта пĕчĕк йышран гуманитари ăслăлăхĕн тĕп килĕ пулса тăнă. Чи малтанхи тата паянхи ăсчахсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен "Хыпар" хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче тĕплĕн çырса кăтартнăччĕ.
Ĕнер вара институтра сумлă юбилее халалланă савăнăçлă лару иртрĕ. Унта ăсчахсем кăна мар, культурăпа искусство, общество хастарĕсем те хутшăнчĕç. Çакă ахальтен мар - институт ĕçченĕсем республика пурнăçĕпе тан пыраççĕ, ун çыннисен кунçулĕпе кăсăклансах тăраççĕ.