Институтра - савăнăçлă лару, вăл çеç те мар...

28 Çурла, 2015

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ йĕркеленнĕренпе 85 çул çитрĕ. Çак тапхăрта пĕчĕк йышран гуманитари ăслăлăхĕн тĕп килĕ пулса тăнă. Чи малтанхи тата паянхи ăсчахсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен "Хыпар" хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче тĕплĕн çырса кăтартнăччĕ.

Ĕнер вара институтра сумлă юбилее халалланă савăнăçлă лару иртрĕ. Унта ăсчахсем кăна мар, культурăпа искусство, общество хастарĕсем те хутшăнчĕç. Çакă ахальтен мар - институт ĕçченĕсем республика пурнăçĕпе тан пыраççĕ, ун çыннисен кунçулĕпе кăсăклансах тăраççĕ.

Уява пушă алăпа çÿремеççĕ. Хăнасем те çакăн пирки асрах тытнă. Акă, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов институтăн ăслăлăх ĕçченĕсене - Надежда Ильина-Ефремовăна тата Елена Федотовăна Хисеп грамотипе чысларĕ, искусствоведени докторне, институтра 1969 çултанпа ĕçлекен Алексей Трофимова - министерствăн Тав хучĕпе. Петр Яковлев ăсчах ЧР Культура министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Саламлакансем татах пулчĕç: И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, республикăри аслă шкулсен ректорĕсен Канашĕн председателĕ Андрей Александров, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Валерий Клементьев, "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валерий Туркай тата ыттисем.

Уяв йĕркелÿçисен ячĕпе республикăра кăна мар, çĕршывĕпех паллă "Çавал" тата" Çеçпĕл" ансамбльсем халăх юррисене шăрантарчĕç, илемлĕ ташши-çеммипе савăнтарчĕç, уяв кăмăлне çĕклерĕç.

Н.ГЕОРГИЕВА

Рубрика: