10 пин çултан тупăннă

13 Çурла, 2015

«Старко» фирма» ОООн ĕçченĕсем Чăваш наци музейĕн сотрудникĕсенчен пулăшу ыйтнă. Акă, мĕн сăлтавпа: Çĕнĕ Шупашкарти юханшыв портĕнчен тиесе килнĕ гравмассăна машинăран пушатнă май Константин Корочков рабочи ыттисенчен уйрăлса тăракан япала тупнă. Строительсен шухăшĕпе, вăл - авалхи, чулланса ларнă тĕлĕнтермĕш.

Вырăна музейĕн археологипе авалхи истори секторĕн ертÿçи Александр Волков, ăслăлăх секретарĕ Татьяна Давыдова тата директорăн пĕтĕмĕшле ыйтупа ĕçлекен заместителĕ Валерий Бардасов пырса çитнĕ. Александр Волков тупнă япалана тĕплĕн тишкерсе вăл бизон мăйраки пулнине палăртнă. Ăсчахсен шухăшĕпе - вăл 10 пин çулта.

«Старко» фирма ĕçченĕсем тĕлĕнтермĕше Чăваш наци музейне панă. Малашне вăл фондра упранĕ. Музей коллективĕ фирма сотрудникĕсене аваллăх япалисемпе тимлĕ пулнăшăн тав тунă.

Н.ГЕОРГИЕВА

Рубрика: