Çĕнĕ экспонат

30 Утă, 2015

Çеçпĕл Мишшин Шупашкарти музейĕ çĕнĕ экспонатпа пуянланнă: Юрий Григорьев поэтăн тĕрленĕ портретне парнеленĕ. Юрий Владимирович сувенир продукцийĕсене компьютер технологийĕпе хатĕрлет. Вăл яланах шыравра. Çĕçпĕл Мишшин пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашнă хыççăн пуçăннă та ĕнтĕ вăл çак ĕçе. Алă ăсти хăй палăртнă тăрăх - хура йĕрсем поэзи уйĕнчи çĕнĕ акана - Çĕçпĕл чăваш литературине аталантарнине - палăртаççĕ.

Çĕнĕ экспоната витринăна 1969 тата 1999 çулсенче пичетленнĕ "Çĕн кун аки" кĕнекесемпе юнашар, вырнаçтарнă. Çеçпĕл Мишшин сăнарне кун пек майпа халиччен никам та уçса паман-ха.

Н.ГЕОРГИЕВА.

Рубрика: