Надежда СМИРНОВА

15 Чÿк, 2016

Çулталăкри чи кĕвĕллĕ самант

Ентешĕмĕр, СССР халăх артисчĕ Максим Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ — Чăваш Ен культура пурнăçĕнчи чи çутă пулăмсенчен пĕри. Вăл Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 1991 çултанпа иртет.

11 Чÿк, 2016

Архива вăхăтлăха килтĕм те - яланлăхах юлтăм

Унăн ĕçĕ чылайăшĕннинчен кăсăклăрах тата яваплăрах, вăл — аваллăх управçи. Сăмахăм Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕн директорĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Галина Ертмакова çинчен. Галина Васильевна ертсе пыракан учреждени нумаях пулмасть хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă тунине шута илсе, архив кун-çулĕн чи пĕлтерĕшлĕ саманчĕсем пирки чарăнса тăма кăмăл пур.

10 Чÿк, 2016

Раççейпе Еврази халăхĕсен туслăхĕ

Чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Мускавра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тĕп музейĕнче Раççей тата Еврази халăхĕсен пĕрремĕш форумĕ иртнĕ. Ун ĕçне пирĕн республикăн представителĕсем те хутшăннă. Вĕсем: ЧР культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов, Чăваш Ен Халăхĕсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн ректорĕ Наталья Баскакова, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Владимир Васильев.

8 Чÿк, 2016

Эй, тăван, тус-тăван, ĕмĕр туслă пурăнар...

Республикăра 128 халăх çынни пурăнать. Хăшĕсем пысăк йышпа, теприсем — иккĕн-виççĕн кăна. 2010 çулхи çырав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх чăвашсем — 814 пин çын, вырăссем — 323,3, тутарсем — 36, мордвасем — 13, çармăссем — 3,6 пин. Пирĕн йышра çавăн пекех эрмен, таджик, узбек, ытти халăх çынни пур. Халăхсен хутшăнăвĕ Чăваш Енре çивĕч ыйтусем хускатмасть. Лару-тăру яланах çапла лăпкă пултăр тесе ĕçлеççĕ те вырăнти халăхсен наци культура пĕрлешĕвĕсен, тĕнсемпе конфессисен пĕрлĕхĕсен ертÿçисенчен пуçласа республика ертÿлĕхĕ таранах.

8 Чÿк, 2016

Танлаштармалли, вĕренмелли пурах

Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ пĕрремĕш хут пĕлтĕр иртрĕ. Культура, искусство ĕçченĕсен пĕр пайĕ ун чухне хăйĕн шухăш-кăмăлне çапларах палăртнăччĕ: «Шупашкарта тĕнче шайĕнче иртекен кинофестиваль пур-çке, тепри тата мĕн тума кирлĕ?» Кинофестиваль хыççăн тепĕр тĕрлĕ калаçакансем те пулчĕç: «Асам» — пĕрремĕшĕ тата юлашки. Тепĕр çул кăтартмалăх пирĕн урăх нимĕн те çук. Тепри хăçан та пулин пулайĕ-ши?»

Pages