Çулталăкри чи кĕвĕллĕ самант
15 Ноября, 2016

Ентешĕмĕр, СССР халăх артисчĕ Максим Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ — Чăваш Ен культура пурнăçĕнчи чи çутă пулăмсенчен пĕри. Вăл Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 1991 çултанпа иртет.

Фестиваль кунĕсем классика музыкине юратакансемшĕн чи пысăк уяв пекех пулса тăчĕç. Çак тапхăрта тăван çĕршыври, чикĕ леш енчи искусство ăстисен — солистсен, дирижерсен, режиссерсен — пултарулăхĕпе киленме май пур. Музыка уявĕ тĕлне театр ĕçченĕсем хĕрсе кайсах премьерăсем хатĕрлеççĕ. Юлашки çулсенче кăна театр репертуарĕ «Любовный напиток» /Г.Доницетти/, «Кармен» /Ж.Бизе/, «Аида» /Дж.Верди/ ĕçсемпе пуянланчĕ.

Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче фестиваль сценине тĕнче шайĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ юрăçсем илем кÿчĕç. Вĕсем: Фьоренца Коссотто тата Мария Биешу, Ирина Архипова тата Владислав Пьявко, Любовь Казарновская тата Зураб Соткилава, Ирина Богачева тата Владимир Маторин, ыттисем. Раççейри паллă театрсем хăйсен чи лайăх спектаклĕсене кăтартнă. Çав шутра Мускаври К.С.Станиславский тата Вл.Немирович-Данченко ячĕллĕ музыка театрĕ, «Геликон-Опера», Е.Колобов ячĕллĕ Çĕнĕ Опера, Чулхулари А.С.Пушкин ячĕллĕ оперăпа балет театрĕ. Кăçалхи 26-мĕш фестиваль мĕнпе савăнтарĕ кураканпа итлекене? Ун çинчен чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ пресс-конференцире каласа кăтартрĕç. Журналистсемпе театр директорĕ Вячеслав Фошин, театрăн пултарулăх ертÿçи тата тĕп дирижерĕ Ольга Нестерова, ЧР культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕсем Валентин Федоров тата Игорь Дадиани тĕл пулчĕç.

Вячеслав Оринов кăçалхи фестиваль /вăл чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 4-мĕшĕччен иртĕ/ хăнисем йышлă пулнине палăртрĕ. Çак кунсенче Шупашкара Э.Сапаев ячĕллĕ Мари патшалăх оперăпа балет театрĕ Сергей Прокофьевăн «Любовь к трем апельсинам», П.Чайковский ячĕллĕ Удмурт патшалăх оперăпа балет театрĕ Джакома Пуччинин «Турандот», Чулхулари А.С.Пушкин ячĕллĕ оперăпа балет театрĕ Эдуард Фертельмейстерăн «Коко Шанель: страницы жизни» оперисемпе тухĕç.

Ольга Нестерова пĕлтернĕ тăрăх — фестивале 600 ытла артист хутшăнĕ. Чулхуласем хăйсем кăна 170 ытла çын килĕç. Питĕрти Мариинка театрĕн çăлтăрĕ Александр Краснов фестивале уçакан «Отелло» /Дж.Верди/ оперăри Яго партине юрлĕ. Отелло партийĕнче — Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ, Мускаври «Геликон- Опера» солисчĕ Вадим Заплечный. Хальхинче Дездемона партине Екатеринбург прими Елена Дементьева юрлĕ. Çавăн пекех СССР халăх артисчĕ Владислав Пьявко хисеплĕ хăна шутĕнче хутшăнасса кĕтеççĕ. Сăмах май, вăл пирĕн фестивальте 1993, 1998 çулсенче пулнăччĕ, «Пиковая дама» оперăра Герман партине юрланăччĕ.

«Кармен» оперăна та хăнасем илем кÿрĕç. Тĕп партисене Питĕрти Михайловка театрĕнчи Софья Файнберг /Кармен/, Дмитрий Карпов /Хозе/, Дмитрий Даров /Эскамильо/ юрлĕç. Дирижерĕ — Коми Республикинчи Оперăпа балет театрĕн тĕп дирижерĕ Азат Максутов.

Гала-концертра Пысăк театрти /Мускав/ Светлана Шилова, çĕршывăн тĕп хулинчи К.С.Станиславский тата Вл.И.Немирович-Данченко ячĕллĕ музыка театрĕнчи Елена Гусева, Бранислав Ятич /Серби/, Отар Кунчулиа /Грузи/, Ла-риса тата Алексей Волжанинсем /Мускав/, хамăрăн солистсем юрланине итлĕпĕр.

Раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн коллективĕ Йĕпреçе çитĕ, концерт кăтартĕ.

Надежда СМИРНОВА

Надежда СМИРНОВА