Комментари хушас

8 Ноября, 2016 | Хыпар | Культура | фестиваль

Республикăра 128 халăх çынни пурăнать. Хăшĕсем пысăк йышпа, теприсем — иккĕн-виççĕн кăна. 2010 çулхи çырав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх чăвашсем — 814 пин çын, вырăссем — 323,3, тутарсем — 36, мордвасем — 13, çармăссем — 3,6 пин. Пирĕн йышра çавăн пекех эрмен, таджик, узбек, ытти халăх çынни пур. Халăхсен хутшăнăвĕ Чăваш Енре çивĕч ыйтусем хускатмасть. Лару-тăру яланах çапла лăпкă пултăр тесе ĕçлеççĕ те вырăнти халăхсен наци культура пĕрлешĕвĕсен, тĕнсемпе конфессисен пĕрлĕхĕсен ертÿçисенчен пуçласа республика ертÿлĕхĕ таранах.

Çакна чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче — Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче — Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче наци культурисен «Раççейри халăхсен пĕрлехи çемйи» ятпа ирттернĕ фестивалĕ тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Театр фойинче тĕрлĕ халăх çыннисем хăйсен культурин, йăли-йĕркин, наци апачĕн пуянлăхне уçса паракан куравсем йĕркеленĕ, кĕвĕ-çемĕ хуçаланчĕ, халăх савăнчĕ, юрларĕ-ташларĕ. Вĕсемпе çывăхрах паллашар. «Азипе Африка халăхĕсен пĕрлĕхĕн обществи» тесе çырнă стенд умĕнче темиçе йĕкĕт тăрать. Вĕсем Палестинăран иккен, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче пĕлÿ илеççĕ. Пулас хирургсенчен асли — общество ертÿçи — Кофрайн Фатхаллах Ратже пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарта 50 яхăн палестинец. Вĕсем кунта хăйсене пĕр кăлтăксăр — хĕллехи сивĕсĕр — пуçне хăтлă туяççĕ, пĕр-пĕринпе час-часах тĕл пулаççĕ, вырăнти апат-çимĕçе хатĕрлесе сăйланаççĕ. Уява та наци апат-çимĕçне — вацав, свиха, сырпа пĕçернĕ чăх — илсе пынăччĕ.

Чăваш тумĕллĕ ташлакан пикене хура ÿтлĕ, вăрăм çÿçлĕ хĕр тимлĕ сăнанине, ун хыççăн чăваш ташшин хусканăвĕсене тума хăтланакана асăрхарăмăр. Вĕсемпе те паллашрăмăр. Евгения Алексеевăпа Египетран Шупашкара пĕлÿ илме килнĕ Абдельмасих Санди Эфат Вахиб пулчĕç. Женя Каир пикине çеç мар, университетра вĕренекен 43 çĕршыв ывăл-хĕрне вырăсла калаçма, вырăнти халăхсен культурипе паллашма пулăшать иккен.

 
ЦИТАТА
Владимир ПУТИН, Раççей Президенчĕ:
 «Раççей вăйĕ — пур халăхăн ирĕклĕ аталанăвĕнче, нумай енлĕхĕнче, культурисен, чĕлхисен килĕшÿлĕхĕнче, йăли-йĕркисенче, пĕр-пĕрне хисепленинче, православи, мăсăльман, буддизм тĕнĕсене пăхăнса пурăнакансен туслăхĕнче».

Ютран килнĕ йăхташсем те хутшăнчĕç фестивале. Вĕсенчен пĕри Крым Республикинчи чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Андрей Яковлев пулчĕ. Красноармейски районĕнчи Çĕньял Упире кун çути курнă йĕкĕт тăван ялĕнчен 30 çул каялла тухса кайнă: Питĕрте çар пĕлĕвĕ илнĕ, тĕрлĕ вырăнта службăра тăнă, халĕ Севастопольте ĕçлесе пурăнать. Крымра Севастопольсĕр пуçне Керчь, Евпатори хулисенче те чăваш наци автономийĕсем пур. Вĕсем республикăра тĕпленсе пурăнакан 3,5 пин чăваша çывăхланма пулăшаççĕ. «Севастопольте наци культура пĕрлĕхĕсем 35. Эпир те хамăрăн ĕçĕмĕрсемпе палăрма пуçларăмăр, — терĕ Андрей Васильевич. — Кăçал çулла ирттернĕ Акатуй чăвашсемшĕн кăна мар, ытти халăх çыннисемшĕн те пысăк, тĕлĕнмелле уяв пулчĕ. Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чÿклеме йĕркелерĕмĕр. «Туслăх» фольклор коллективĕ хулари тĕрлĕ мероприятие хутшăнать. Севастопольте паллă йăхташăмăр пурăнать. Вăл — кĕçех 99 çул тултаракан Михаил Бочкарев контр-адмирал. Пăрачкавра ун ячĕллĕ кадет класĕ пур. Унта та çитсе килесшĕн, ентешĕн видеочĕнĕвне çитересшĕн.

Фестивалĕн гала-концертне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл Халăх пĕрлĕхĕн кунне нумай нациллĕ Раççейĕн патриотизмĕн паллипе танлаштарчĕ.

«Пире эпир хамăрăн тăван çĕре юратни, аваллăха хисеплени, пирĕн умĕнхи ăрусен паттăрлăхĕпе мăнаçланни çыхăнтарса тăрать, — терĕ Михаил Васильевич. — Чĕлхе тата тĕн уйрăмлăхĕсем республика çыннисене туслă пурăнма чăрмантармаççĕ. Йышпа темĕн те тума пулать. Пĕрлĕхре — пирĕн вăй».

Республика ертÿçи Чăваш Ен çитĕнĕвĕпе аталанăвĕ пирки те кĕскен каласа кăтартрĕ, кăçал вăл инвестици явăçтарас тĕлĕшпе Раççейри 85 субъект хушшинче 9-мĕш вырăнтан 6-мĕшне çĕкленнине, çавна май ĕç климачĕ лайăхланнине, бизнес аталанăвĕ валли условисем пулнине, çĕнĕ производствăсем хута кайнине палăртрĕ. «Эпир пĕр шухăшлă, пĕр тĕллевлĕ пулни — регионти килĕшÿлĕхĕн малашнехи тĕревĕ», — терĕ М.Игнатьев.

Михаил Васильевич çавăн пекех Чăваш Енри халăхсен туслăхне, хутшăнăвне çирĕплетес тĕлĕшпе хăйсен тÿпине хывнă çынсене Тав çырăвĕпе чысларĕ. Çак хисепе Таджиксен диаспорин ертÿçи Абдулмаджит Гафуров, еврей наци культура автономийĕн председателĕн заместителĕ Михаил Лавин тата Чăваш наци конгресĕн хастарĕ Юлия Мареева тивĕçрĕç.

Михаил Васильевич Абдулмаджит Хакимовича награда панă чухне унăн çемйинче 17 ача çитĕннине палăртрĕ, «Çакăнпа чарăнса тăмалла ан пултăрччĕ», — терĕ.

РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев: «Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ — пирĕн несĕлсен чăтăмлăхне палăртакан уяв», — терĕ. Вăл залра ларакансене юрăпа саламларĕ. «Эй, тăван, тус-тăван, Ĕмĕр пĕрле пурăнар...» йĕркесем шăраннă май халăх тăвăллăн алă çупрĕ.

Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов мероприятие хутшăннисене уявпа саламланă май çак кун 404 çул каяллах сăваплă пулнине палăртрĕ. 1612 çулта Дмитрий Пожарский тата Кузьма Минин ертсе пынипе халăх ополченийĕн салтакĕсем Мускава тăшмансенчен хăтарнине аса илтерчĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов Раççей çĕнтерĕвĕсем çĕршыври халăхсен пĕрлĕхĕн витĕмĕпе пулнине çирĕплетрĕ. Вăл Чăваш Енри узбексен культура центрĕн ертÿçине Абдували Ергашева ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.

Чăваш Ен Халăхĕсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков общество ĕçĕнчи тĕп тĕллевне республикăра тĕпленсе пурăнакан халăхсен туслăхне малашне те çирĕплетнинче, пĕрлехи мероприятисем ытларах ирттермеллинче курать.

Уяв концертне республикăри халăх коллективĕсем илем кÿчĕç.

Надежда СМИРНОВА.

Лидия ФИЛИППОВА сăнÿкерчĕкĕ

Надежда СМИРНОВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.