Марина ТУМАЛАНОВА.

17 Авăн, 2021

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов суйлава çĕкленÿллĕ кăмăлпа хутшăннă

«Эпĕ суйлава хутшăнтăм», — çĕкленӳллĕ кăмăлпа пĕлтерчĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов.

Вĕсем мăшăрĕпе Надежда Николаевнăпа иккĕшĕ, яланхи пекех, Шупашкарти 60-мĕш шкулти суйлав участокĕнче сасăларĕç. РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн йышне суйлани çав тери пĕлтерĕшлине палăртрĕ вăл. Çакă çĕршыв, республика малашлăхне витĕм кӳнине каларĕ.

1 Çĕртме, 2021

Кашни ача ячĕпе – улма-çырла йывăçĕ

Тăвай районĕнчи Владимирпа Светлана Михайловсем 9 пепке çитĕнтереççĕ, вĕсенчен 8-шĕ — хăйсен хӳттине илнисем. Пысăк çемье çĕр ĕçне юратать, выльăх-чĕрлĕх усрать. Светлана Николаевна садра кашни ача ячĕпе улма-çырла йывăçĕ лартнине палăртрĕ. Ывăл-хĕр тĕнчене — илем, чуна хăтлăх кӳнине, вĕсен витĕмĕпе пур йывăрлăх та хыçа юлнине пытармарĕ.

Pages