Марина ТУМАЛАНОВА.

4 Пуш, 2022

«Кĕмĕл» волонтерсем Донбасран килнисене пулăшаççĕ

Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрта Донбасс çыннисем валли япаласем йышăнаççĕ.

Галина Деомидова «кĕмĕл» волонтер хăй çыхнă мунчаласене илсе килнĕ. Аслă ÿсĕмрисем çавнашкалах куллен кирлĕ хатĕрсене — супăнь, шăл пастипе щетки, сахăр...— пенси укçипе туяннă. Вырăн хатĕрĕсем те, канфет та кăларса хучĕç вĕсем.

21 Раштав, 2021

«Хыпар» Издательство çурчĕн журналисчĕсем — çĕнтерӳçĕсен йышĕнче

Паян ЧР Цифра министерстви йĕркеленĕ конкурссенче мала тухнисене чысларĕç. Çак йышра «Хыпар» Издательство çурчĕн журналисчĕсем те пур.

4 Раштав, 2021

Шырав отрячĕсен хастарĕсем фестивале пухăнчĕç

Етĕрне районĕнчи «Сăрçи шурăмпуçĕ» кану базинче йĕркеленĕ республикăри шырав отрячĕсен «Чĕре ас тăвăмĕ» фестивалĕ виçĕ куна тăсăлать. Ăна Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă. Ку вырăна ахальтен суйламан: çакăнтан инçех мар хӳтĕлев чикки иртет. Çавăнпах окоп чавнă çĕрте паян ас тăвăм палли вырнаçтарчĕç.

1 Юпа, 2021

Сывлăха çирĕплетни ватăсемшĕн пĕлтерĕшлĕ

Шупашкарта пурăнакан Кузьма Трифонов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр хӳтĕлев чиккине тума хутшăннă.

«Ун чухне эпĕ, вуннăри арçын ача, анне вырăнне ĕçе тухса кайрăм. Çывăх çыннăм чирленĕччĕ. Мана лаша шанса пачĕç. Çынсене шартлама сивĕре ĕçлесси те хăратман. Пирĕнтен кашниех хушнине тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшрĕ», — ачалăхне аса илет Кузьма Трифонович. Çав вăхăтрах хăйĕнпе пĕрле ĕçленĕ хĕрарăмсене ятран калать вăл.

19 Авăн, 2021

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков - тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн

Паян РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков Шупашкарти коопераци институчĕнче вырнаçнă суйлав участокĕнче сасăларĕ

Pages