Любовь ПЕТРОВА

22 Нарăс, 2017

Кĕпе вырăнне - салтак тумĕ

Çĕршыва хÿтĕлес ĕç яш-кĕрĕм çине ытларах тиенет пулин те салтак атти тăхăнакан хĕр-упраç та сахал мар. Çут çанталăкăн черчен çуррин йышĕнче офицер пулма шухăш тытса çар училищине е института вĕренме кĕрекенсем те пур. Çатма-кастрюле автоматпа, студент общежитине казармăпа, капăр юбкăпа кĕпене салтак тумĕпе улăштарма килĕшнĕ Патăрьел районĕнчи Сител пикипе Кристина Кондратьевăпа Интернет урлă çыхăнма май килчĕ. Хĕр Вольскри çар институтĕнче 1-мĕш курсра вĕренет.

16 Нарăс, 2017

«Салтаксен тав сăмахĕ орденран та хаклăрах»

Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 72 çул çитет. Çав хăрушă та асаплă çулсене чăтса ирттернĕ ветерансемпе тыл ĕçченĕсем вăрçă терт-нушине паянхи кун та чунра упраççĕ, вĕсене нихăçан та асран кăлараймаççĕ.

9 Нарăс, 2017

Ача эрех-сăраран хаклăраххине ăнланни паха

Шупашкарти çул çитмен ачасен реабилитаци центрĕ ăнăçсăр çемьере çитĕннĕ вун-вун шăпăрланшăн иккĕмĕш кил пулса тăнă. Хăшĕ-пĕри унта 2-3 уйăх çеç пурăнать, теприсен çулталăкĕпех кун кунлама тивет. Йывăр лару-тăрăва çакланнă ачасем кунта хăйсене хăтлă туяççĕ. Вĕсемпе педагог-воспитательсем, псиохологсем ĕç-леççĕ.

9 Нарăс, 2017

Сусăр тĕпренчĕкĕ 8 çул çеç пурăнассинчен хăранă

Çĕр çине килнĕ чун пурăнма çуралать. Шел те, хăшĕ-пĕрне çут çанталăк сывлăх енчен кÿрентерет. Пĕрисем хăрах алăсăр çут тĕнчене килеççĕ, теприсем кĕске ураллă çуралаççĕ... Мĕн пĕчĕкренех куç курманнипе, хăлха илтменнипе аптăракан та сахал мар.

9 Нарăс, 2017

Урок иртнине сисмест

Çулсерен республикăри вун-вун çамрăк педагог дипломне илет. Шел те, вĕсенчен чылайăшĕ ялти шкула кайса ачасене вĕрентесшĕн мар. Пĕрисене — хула пурнăçĕ, теприсене пысăк шалу илĕртет. Куславкка районĕнчи Энтри Пасар ялĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна Логинова аслă пĕлÿ илсенех яла таврăннă. Елчĕк шкулĕнче чи çамрăк педагогсенчен пĕринпе, акăлчан чĕлхине вĕрентекенскерпе, тĕл пулса калаçма май килчĕ.

Pages