«Салтаксен тав сăмахĕ орденран та хаклăрах»
Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 72 çул çитет. Çав хăрушă та асаплă çулсене чăтса ирттернĕ ветерансемпе тыл ĕçченĕсем вăрçă терт-нушине паянхи кун та чунра упраççĕ, вĕсене нихăçан та асран кăлараймаççĕ. Куславкка районĕнчи Хурамалта кун кунлакан 96 çулти Анна Жигаревăшăн госпитальти салтаксен тав сăмахĕ орденпа медальрен те хаклăрах пулнă. Медицина сестри вун-вун çыннăн пурнăçне çăлнă. 21 çулта фронта лекнĕ пике çĕр-çĕр салтака сипленĕ.
Кишĕр чейĕ вĕретсе ĕçтернĕ
Анна Григорьевна пурăнакан çурта тупма йывăр пулмарĕ. Хапха çинче темиçе хĕрлĕ çăлтăра тата алăк хăлăпĕнчен çакнă Георгий хăйăвне асăрхасанах водителе чарăнма ыйтрăмăр. Йăнăшмарăмăр, 96 çулти вăрçă ветеранĕ çакăнта пурăнать.
— Эпĕ вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Манăн аттепе анне çĕр ĕçне юрататчĕç, çавăнпа чухăн пурăннă теес килмест. Пирĕнтен çын тума вăй-хăват çитернĕ вĕсем. Иккĕшĕ те колхозра ĕçлетчĕç, çынран юлмастчĕç: тыр-пул акнă, утă çулнă, фермăри выльăх-чĕрлĕхе те пăхнă. Пире нихăçан та выçă лартман вĕсем, пахча-çимĕç ÿстернĕ. Хĕлле анне кăмакара хĕрлĕ кăшман пĕçернине астăватăп. Çав тери юратса çиеттĕмĕр ăна. Çавăн пекех çывăх çыннăм вĕтĕ кишĕре çуса тасататчĕ, валашкара тĕветчĕ те кăмакара типĕтетчĕ. Кайран пире кишĕр чейĕ вĕретсе ĕçтеретчĕ. Выльăх-чĕрлĕх нумай тытнă. Ачаранах лаша какайне çисе ÿснĕ эпир, çавăнпах-тăр сывлăх енчен çирĕп. Аттепе анне 5 ачана кун çути парнеленĕ: тăватă ывăл та пĕр хĕр. Манран аслăраххине Георгие вăрçă тухиччен 1939 çулта салтака илсе кайрĕç. Хĕсметрен таврăнма вăхăт çитсен вăл хыпарсăр çухални çинчен пĕлтерекен çыру килчĕ. Манăн хыççăнхи шăллăмсем те вăрçăра пулнă. Петр Ленинград блокади вăхăтĕнчи çапăçусене хутшăннă. Разведчик пулнăскер аманса таврăнчĕ. Унăн кăкăрĕ çинче Хĕрлĕ Çăлтăр, Мухтав орденĕсем тата ытти пысăк награда пурччĕ. Тепĕр пĕртăванăм Лев та ирсĕр фашистпа çапăçнă. Вăл чире пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Чи кĕçĕнни Виталий офицер шкулне пĕтернĕ. Вăл çар çынниччĕ. Малтан лейтенантчĕ, кайран капитан пулчĕ, майор званийĕпе çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Шел те, халĕ пĕртăвансенчен эпĕ çеç пурăнатăп, — иртнине куç умне кăларчĕ тивĕçлĕ канури ватă.
Анна Григорьевна ялти шкулта çичĕ класс пĕтерсен Шупашкара учителе вĕренме кайнă. Шăп та лăп вăрçă пуçланнă çул вăл алла диплом илнĕ. Нимĕçсем пирĕн çĕршыва тапăннă кун вăл килте пулнă. Ирхине ăна амăшĕ: «Анна, Анна, вăрçă пуçланнă вĕт. Тăр! Тăр!» — тесе вăратнă. «Эпĕ тăнипе вăрçă вĕçленмест-çке» — шухăшланă ыйхăран вăранса çитеймен хĕр.
— Тумланса урама тухрăмăр. Халăх пăлханатчĕ. Тепĕр кунхине çамрăксене çар комиссариатне чĕнме тытăнчĕç. Эпĕ çурлан 15-мĕшĕччен килте пурăнтăм. Кайран Вăрнар районне кĕрекен Хăмăш шкулĕнче 1-мĕш класс ачисене вĕрентме пуçларăм. Ун чухне фронтра медсестрасем çитменнипе район центрĕнче фельдшер-санитара вĕренмелли курс уçрĕç. Мана та унта кайма сĕнчĕç. Ултă уйăх вĕреннĕ хыççăн пире çар билетне тыттарчĕç. Çакăн хыççăн ялтан ниçта та кайма юрамастчĕ. Повестка килсенех вăрçа каймаллине пĕлтерчĕç. Çар комиссариачĕ йĕркене пăхăннипе пăхăнманнине тĕрĕслесех тăратчĕ. Вĕренÿ çулĕ вĕçленсен колхоз ĕçченĕсемпе пĕрле уя тухрăм. Пĕррехинче пирĕн киле сухаллă арçын килчĕ. Пурнăç пирки ыйтса пĕлнĕ хыççăн ыран çар комиссариатне повестка патне пымаллине пĕлтерчĕ. Тепĕр кунхинех комиссие чĕнчĕç. Сывлăха тĕрĕслерĕç те хĕсмете юрăхлине пĕлтерчĕç, ытти салтакпа пĕрле Канаша кайма хушрĕç. Çывăх çыннăмсемпе сывпуллашма та ĕлкĕреймерĕм. Пире тавар турттаракан пуйăса лартрĕç те таçта илсе кайрĕç, — сывлăш çавăрса илсен малалла калаçрĕ Анна Григорьевна.
«Куççуль юхрĕ, кăмăл пăтранчĕ...»
Çапла чăваш хĕрĕ Кăнтăр-хĕвеланăç фронтне лекнĕ. Йывăрах мар аманнă салтаксене пĕр уйăх пăхнă хыççăн ăна госпитале янă. Анна Григорьевна йывăр аманнă салтаксем патне малтан пыма та хăранă, операцие чĕнесрен чĕтресе çеç тăнă. Çавах хĕрĕн шиклĕх туйăмне çĕнтермех тивнĕ. Мĕн чухлĕ салтак нушине хăйĕн чĕри витĕр кăларман-ши вăл?
— Пĕррехинче операци пÿлĕмне чĕнсе илчĕç. Салтакăн аманнă урине касма тытăнсан юн палкаса тухрĕ, çакна курсан чутах йăванса каяттăм. Тухтăр урине тытма хушрĕ. Эпĕ тăр-тăр чĕтрерĕм, куççуль юхрĕ, кăмăл пăтранчĕ. Операци вĕçлениччен аран чăтрăм. Çавăн чухне тăна мĕнле çухатмарăм-ши? Пĕчĕккĕн хамăн ĕçе хăнăхрăм. Вăрçăра темĕнле суранланнă салтака та куртăм. Вĕсене палаткăсенчех сиплеттĕмĕр. Пĕррехинче çĕрле питĕ йывăр аманнине илсе килчĕç. Тухтăр халех операци тумаллине пĕлтерчĕ. Унăн урине касрĕç. Юн нумай çухатнăран вăл вилес патнех çитнĕччĕ. Ун валли донор кирлĕччĕ. Медицина сестрисен хушшинче пĕрремĕш ушкăнри юнлă çынна шырарĕç. Эпĕ пулăшма хатĕрччĕ, анчах манăн урăх ушкăн. Ăна пулăшакан хĕр тупăнчĕ. Тухтăр мана ун чухне дежурствăра хăварчĕ, салтак пирки пĕлтерсе тăма хушрĕ. Çав çынна вилĕмрен хăтартăмăр. Тăна кĕрсен вăл пурнăçне çăлма пулăшнă медицина сестрине чĕнсе илсех тав турĕ. Кайран ăна киле ячĕç. Кунашкал тĕслĕх темĕн чухлех пулнă. Пире салтаксем чĕререн тав туни малалла ĕçлеме хавхалантаратчĕ. Аманнăскерсен суранĕсене курсан чĕре ырататчĕ. Вĕсене çыхма хăйсем те пулăшатчĕç. Санитарсем çывăхра çук чухне питĕ йывăр килетчĕ. Пĕчченех шина хурса алă-урине бинтлама тиветчĕ. Ыратнипе салтаксем йынăшатчĕç, эпĕ вĕсен суранне хытă пусса мар, çепĕçрех тытма тăрăшаттăм. Аманнăскерсенчен чылайăшĕ кайран мана тав тăватчĕ. Пĕрин сăмахĕ пуçра яланлăхах çырăнса юлчĕ: «Тавах сана, хĕрĕм. Миçе госпитальре выртса та кун пек лайăх пăхнине курманччĕ. Турă сывлăх патăр сана». Госпитале пĕр вырăнтан теприне час-часах куçаратчĕç. Пĕррехинче, эпир çăвăнаттăмăр ун чухне, халех пуçтарăнса тухма хушрĕç. Йĕпе çÿçпех чупрăмăр. Калпак, фуфайка çинчен шинель тăхăннăччĕ. 80 çухрăм çуран утрăмăр. Машина çине хăпарса ларсан та пуç типмерĕ, шăннипе хытах ыратма тытăнчĕ. Мĕн тăвăн: хушнине пурнăçлама тиврĕ. Çĕрпÿртре чăрăш туратти сарса выртаттăмăр. Снаряд çывăхра çурăлни темиçе те пулнă. Пĕррехинче вăл юнашарах ÿкрĕ. Эпир çĕрпÿртре тăпра айне пултăмăр. Эпĕ аяк пĕрчине хуçнăччĕ, алла ыраттарнăччĕ. Суран тÿрленессе кĕтмен — тÿрех ĕçе пуçăннă. Пушă вăхăтра та ахаль ларман. Хĕлле вăрмана кайса хыр-чăрăш тураттине пуçтарса килеттĕмĕр те кухньăна кайса параттăмăр. Чылай госпиталь вăрманта вырнаçнăччĕ. Çулла çырла тататтăмăр, кĕркунне шур çырли пуçтараттăмăр. Салтаксемшĕн, вĕсене ура çине тăратассишĕн тăрăшнă, — иртнине куççульне шăла-шăла аса илчĕ ветеран.
Сусăра пăхать
Анна Григорьевна вăрçăран ыттисенчен маларах таврăннă, чирлĕ амăшне пăхнă. 1945 çулхи çурлан 15-мĕшĕнчен пуçласа Куславкка районĕнчи Варасăр ялĕнчи шкулта ачасене 17 çул вĕрентнĕ вăл. Кайран Кĕнерте ĕçлеме тытăннă.
Анна Григорьевна 27-ре качча тухнă. Вăл вăрçăра пулнă Мануил Кирилловичпа çемье чăмăртанă. Мăшăрĕпе вĕсем 5 ача çуратса ÿстернĕ. Асли Петр Воронежра пурăнать, иккĕмĕшĕ Валентина — Куславккара. Виççĕмĕш ывăлĕ Валерий Шупашкарти агрегат заводĕнче нумай çул тăрăшать. Шел те, чи кĕçĕнни Геннадий çут тĕнчерен ир уйрăлнă. Вăталăх ывăлĕ Володя сусăр çуралнă. Уншăн куляннипе Анна Григорьевнăн çÿçĕ вăхăтсăр шуралнă. Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕскере Ленина халалласа Владимир ят хунă. Володя тăваттăмĕш çул ĕнтĕ вырăнпах выртать. Малтан вăл лавккана хăех çÿренĕ, кил-тĕрĕшре кăштăртатнă, кĕтĕве те кайнă. Пĕррехинче пилĕкĕ ыратнипе аптăранă та текех ури çине тăрайман. Халĕ унăн 96 çулти амăшĕн куçĕнчен пăхма тивет. Тĕпренчĕкĕ асапланнине кура кинемейĕн чунĕ ыратать.
— Терт-нушине сахал мар куртăм. Ĕмĕрĕм савăнăçлă иртрĕ теме çук. Мăшăрăм пурнăçран уйрăлнăранпа 30 çул ытла иртрĕ. Вăй-хал чакрĕ, шăм-шак ыратать. Ывăлăм вырăнпа выртнăранпа выльăх мар, чăх-чĕп те усрамастпăр, аслăк тăррине иксĕмĕртен пĕри те хăпараймасть вĕт. Хамăра пăхакан çын кирлĕ. Самана такана çинчи шыв пекех пăлханать. Донецкпа Луганскра ав каллех çапăçма пуçларĕç. Çамрăксене телейлĕ пурнăç сунатăп. Яланах тăнăçлăх пултăр, вăрçă нушине курма Турă никама та ан хуштăр, — вĕçлерĕ калаçăвне терт-асапа чăтса ирттернĕ, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ кинемей.
Любовь ПЕТРОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.