Лариса ПЕТРОВА

8 Çу, 2014

Пăшал вырăнне – сĕрме купăс

Муся Пинкензон Молдавири Бельцы хулинче çуралнă. Арçын ача пиллĕк тултарсанах хула хаçачĕ вăл епле ăста сĕрме купăсçă пулни çинчен çырса кăтартнă. 1941 çулта ашшĕне, Владимир Борисович тухтăра, Усть-Лабинскри çар госпитальне куçараççĕ. Пинкензонсен çемйи Полина Ивановна Каленова патĕнче вырăн тупать.

30 Ака, 2014

Волейболист та, компьютер ăсти те...

Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс шкулĕнче вĕренекен Андрей Гордеев пĕрремĕш класранпах спортпа туслă. Ытларах волейболла выляма кăмăллаканскер çак енĕпе район тата республика чемпионатне те хутшăнса курнă. Команда лайăх кăтартупа савăнтарнă.

24 Ака, 2014

Пысăк вăрçăн пĕчĕк паттăрĕ

Тăван Çĕр-шывăн Аслă вăрçин чи çамрăк паттăрĕ Валя Котик 1930 çулхи нарăсăн 11-мĕшĕнче Украинăри Каменецк-Подольск облаçĕнче /халĕ Хмельницк/ хресчен çемйинче çуралнă. 1937 çултанпа Шепетовка хулинче пурăннă. Вăрçă пуçланнă çулхине арçын ача улттăмĕш класа кăна куçнă.

19 Ака, 2014

Выля-выля... вĕренеççĕ

Элĕк районĕнчи Тавăтри «Пучах» ача сачĕ уçăлнăранпа 30 çул иртрĕ. Унăн ĕçне 28 çул Маргарита Алексеева йĕркелесе пырать. Шкул çулне çитмен тĕпренчĕксене аталантарма, воспитани пама сахал мар вăй хураççĕ кунта. Педагогсем шăпăрлансен тавра курăмне вăйă урлă анлăлатаççĕ.

17 Ака, 2014

Лара Михеенко – пĕчĕк партизанка

Харсăр çак хĕр ача ятне паянхи ăру пĕлсех каймасть. Вăл вара – Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă совет çамрăкĕсенчен пĕри.

Лариса Дорофеевна Михеенко 1929 çулхи çу уйăхĕнче (хăш кунĕ паллă мар) Ленинград облаçĕнчи (халĕ Псков облаçĕ) Лахтăра çуралнă.

Pages